20 октября 2017 г.
Туçари вăтам шкулта вĕренекенсен "Шкул республики" хăйтытăмлăхĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ. 2016-2017 çулсенчи вĕренĕве пĕтĕмлетсе Д. Киргизов вице-президент отчет тунă. Даниил кашни "министр" ĕçне тишкернĕ. Доклада сỹтсе явма йышлăн хутшăннă. Вĕсем вĕрентỹ, культура, спорт енĕпе хăйсем çине яваплăх илсе вăй хунисем çанă тавăрсах ĕçленине палăртнă.
Юлашкинчен çĕнĕ состав суйланă. Президент пулма Д. Киргизова çирĕплетнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)