30 июня 2017 г.
Тăван халăхăмăрăн тĕп уявĕ _ Республика кунĕ _ кĕрлесе иртсе кайни шутлă кунсем çеç-ха. Çавăнпа та унта хутшăннисен çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмĕ, хавхаланăвĕ сĕвĕрĕлсе те пĕтмен темелле. Акă, сăмахран, Туçари вăтам шкулти кимĕ-карап моделĕсене ăсталакансен кружокне çỹрекенсем (ертỹçи Вячеслав Свинцов) Пăрачкаври фестивальте хăйсен ĕçне республика шайĕнче тивĕçлĕ хак панăшăн, пысăк ăстасем хушшинче вĕсем виççĕмĕш вырăн йышăннăшăн паян кун та савăнса пĕтеймеççĕ. "Çакă пире çитес вĕренỹ çулĕнче хамăрăн ăсталăхпа хастарлăха тата ытларах туптама хистет",_ тет кăмăллăн кружок ертỹçи Вячеслав Германович.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)