Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛ УЯВĕСЕМ

06 июня 2017 г.

 Патăрьел.

Июнĕн 3-мĕшĕнче каçкỹлĕм Патăрьелĕнчи Ленин лапамĕ халăхпа лăк тулли пулчĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн яланхиллех ял тăрăх администрацийĕ ĕçчен те пултаруллă халăха культурăллă кану йĕркелесе пачĕ. Уява килнисене район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Ялуков саламларĕç, пурне те йăлана кĕнĕ пысăк мероприятие кăмăлтан ирттерсе яма сунчĕç. "Патăрьел халăхĕ яланах маттур пулнă, йывăрлăхсенчен хăраман. Çавна пулах пирĕн тăрăхра çĕрпе ăнăçлă усă кураççĕ, кунран-кун усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртеççĕ. Ял халăхĕ, организацисем урамсенче тирпей-илем тытса пыма тăрăшаççĕ. Малашнехи плансем те пысăк: Гагарин урамне хула сĕмне кĕртес тĕллевпе тирпейлемелле, нумай хваттерлĕ çуртсен йĕри-таврашне тротуарсем сармалла, район территоринчи çул-йĕре йĕркене кĕртмелле... Пурте пĕрле пуçтарăнса вăй-хурсан умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама пултаратпăрах", _ терĕ Рудольф Васильевич Патăрьел çыннисене саламланă май.

Ял уявĕнче ĕçре кăтартуллисене, обществăлла ĕçре хастаррисене грамотăсемпе чысларĕç. Курма килнисене чăваш эстрада çăлтăрĕсем илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç, Е. Григорьев шоумен ертсе пынипе ирттернĕ вă- йăсенче çĕнтернисене парнесем парса хавхалантарчĕç. Çанталăк сивви никама та хăратмарĕ, ватти-вĕтти ташласа, вĕри чейпе сăйланса ăшăнчĕ, ача-пăча батут çинче сикрĕ. Юлашкинчен каçхи тỹпене тĕрлĕ тĕслĕ салют çутатнипе ял уявĕ вĕçленчĕ.

Н. НИКИТИНА.

Çĕнĕ Ахпỹрт.

Ирпе-ирех янăракан хаваслă музыка пурне те ялăн культурăпа кану паркне уява йыхравларĕ. Пухăннă халăха ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Майрушкин саламларĕ. Халиччен пĕрлехи вăйпа тунă ĕçсене аса илчĕ.

Район администраци пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Н. Краснов та тăрăшуллă ĕçченсене хаваслă кану сунчĕ. "Родина" ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçи В. Синеев, хресчен фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Е. Мартышкин харсăрсене Хисеп грамотисемпе, парнесемпе хавхалантарчĕç.

Республика шайĕнче чапа тухнă хоккеистсен "Олипм" командине паллă спортсмен В. Фомин чыс турĕ.

Ялти культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕ савăк юрăсемпе савăнтарчĕ. Ташă ăстисем те хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Уяв концертне малалла Шупашкар артисчĕсем тăсрĕç. Вăл шутра çак ялта çитĕннĕ С. Лекеров та пулчĕ. Ача-пăчана аттракционсем илĕртрĕç. Ватти, çитĕнни, вĕтти тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче тупăшрĕ. Çакнашкал кану хыççăн çĕнĕрен çанă тавăрса ĕçлеме те кăмăллă.

А. ИВАНОВА.

Туçа.

Июнĕн тăваттăмĕшĕнче стадион шавласа та кĕрлесе çеç тăчĕ. Туçа ял тăрăхне кĕрекен 8 ялта пурăнакансем те унта хутшăнчĕç. Уява ял тăрăх пуçлăхĕ К. Углев уçрĕ, вăл кĕскен кăна халĕч-чен тунă ĕç-хĕл пирки каласа пачĕ. Халăха район администраци пуçлăхĕн çумĕ Л. Кузнецов, Туçари вăтам шкул директорĕ П. Шашкин тата ыттисем те ăшшăн саламларĕç. Унтан савăнăçлă самант пуçланчĕ. Кăçал кунта республикăри Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкне халалласа кашни ялти туслă та çирĕп çемьесене сцена çинех кăларса чысларĕç. Çавăн пекех "Туçа ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ" ята илнĕ В. Салмина, А. Салминана тата Туçари çветтуй Троица ячĕллĕ чиркỹ настоятельне, Николай Марков протоиерее те сумларĕç.

Халăх кăмăлне культура çуртĕнче ĕçлекенсен тата ачасен юрри-ташши те уçрĕ. Çамрăк ăру карусельпе çаврăнса, батутсем çинче сиксе савăнчĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика