Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ир ĕçе пикенекен тутă пулать

06 июня 2017 г.

"Звезда" ял хуçалăх производство кооперативĕн правленине çак хĕрарăм утса мар, чупса кĕчĕ тейĕн. Хăйне мĕн сăлтавпа чĕннине хуçалăх ертỹçи А. Торговцев пĕлтернĕ хыççăн: "Ман çинчен хаçатра çырма кирлех-ши? Эпĕ те ыттисем пекех ĕçлетĕп", _ терĕ чăваш сăпайлăхĕпе. Çапла сăмах çумне сăмах хушса чылай çул фермăра тăрăшакан Н. Перепелкина хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ.

Туçари вăтам шкултан аттестат илсе тухнă хыççăн Анат Туçа хĕрĕ Шупашкарти 20-мĕш професси училищине повара вĕренме кайнă. Студент вăхăчĕ куç хупса илнĕ çĕре иртсе те кайнă. Диплом илсен Наталья Геннадьевна çуралнă тăрăхах таврăнать. 1993 çулта фермăна ĕçлеме вырнаçать.

_ Выльăхсене эпĕ ачаллах юрататăп. Шкулта 6-7 класра вĕреннĕ чухне Люççа аппа (Людмила Крысова. _ Авт.) патне ĕне сума пулăшма çỹреттĕм. Çавăнпа та яла килсен фермăра ĕç вырăнĕ пуррине пĕлсен тỹрех кунта килтĕм. Эпĕ çакăншăн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Мана хамăн професси питĕ килĕшет. Ирхи сăвăм вĕçленсен те киле кайиччен ĕнесем апата мĕнле çинине, вĕсем хушшинче чирлисем пуррипе çуккине сăнатăп. Продукци илес тесен выльăхăн шухăш-кăмăлне те лайăх пĕлмелле. Ĕçленине кура хуçалăх укçине вăхăтра парать, утă-улăмпа тивĕçтерет. Çулталăк вĕçĕнче пăру пани те хавхалантарать, _ терĕ Наталья Геннадьевна кăмăллăн кăна калаçăва малалла тăсса.

Н. Перепелкина "Звезда" хуçалăхра дояркăра тăрăшать, пĕрлех 6 уйăхран аслăрах пăрусене те пăхать. Пĕр ĕçе те тиркесе е кăна санăн, çакна манăн тумалла тесе тăмасть. Вăл скотникре те, кĕтỹçре те вăй хунă. Паян та пушă тытса хире кайма хирĕç мар. Çав вăхăтрах килĕнче те унăн картиш тулли выльăх. Наталья Геннадьевна икĕ ĕне, пăрусем, сыснасем, чăх-чĕп усрать. Ферма кайиччен вĕсене пăхса хăварнăран ирхи виçĕ сехет иртсенех вăл ура çинче. Пахча тулли акнă сухан вăрлăхне, ки- шĕрне ачисем çум курăкран тасатма пулăшаççĕ. Сăмах май, ывăлĕ ялтах вăй хурать. Хĕрĕ вара Шупашкарти Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче куçăмсăр майпа вĕренет, тĕп хуламăрти пĕр лавккара ĕçлет.

Тăрăшуллă доярка нумай пулмасть районта ĕне сăвакансемпе техник-осеменаторсем хушшинче ирттернĕ конкурса та хутшăнчĕ, унта вăл виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Маларах та пĕрре мар çĕнтерỹпе таврăннă. Пĕр вăхăтра йĕркеленĕ "Айтăр, ферма хĕрĕсем" ăмăртуран та айккинче юлман. Сăвăм кăтартăвĕсем пысăк пулнипе ăна "Пилĕк пинлĕххисен слетне" те янă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика