05 мая 2017 г.
Вуннăмĕш теçеткепе пыракан Тутар Тимешĕнчи К. Галялтдинов (ỹкерчĕкре) паян сывлăх тĕлĕшĕн- чен хавшакрах. Вырăнпах выртаканскере килĕнче кинĕпе ывăлĕ пăхаççĕ.
Кешаф Шамсутдинович вăй тапса тăнă чухне пурнăçра та харсăр, вăрçăра та паттăр пулнă. Сталинград патĕнчи çапăçусене хутшăннă. Белоруссие, Польшăна ирĕке кăларнă çĕрте тăшманпа çапăçнă. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр Берлина çитнĕ ентешĕмĕр.
Унăн аса илĕвĕсене Чулпан мăнукĕ историе кĕрсе юлмалăх çырса илнĕ. Вуласа пăхар-ха пĕрне: "1943 çулхи январĕн 29-мĕшĕ. Юрпа витĕннĕ Дон хирĕсем. Сталинграда нимĕç фашисчĕсенчен тасатса пыракан вăхăт. Çавах çапăçу лăпланмасть. Пирĕннисен вăй чакни сисĕнет. Нумайăшĕ вилнĕ-çке. Эпĕ те йывăр амантăм. Юн ăшĕнче юр çинче йăваланатăп. Йĕри-тавра чунĕсем тухнă салтаксем. Уйпа нимĕçсем вирхĕнсе пыраççĕ. Ыратнине чăтайманран манпа юнашар выртакан хыттăн йăнăшса ячĕ. Тăшмансем ăна штык- па шăтарса вĕлерчĕç. Мана нимĕç урипе тапса пăхрĕ. Хирĕç сасă кăларма та вăй юлманччĕ. Вилнĕ терĕ пулас. Кайран хам та тăна çухатнă. Шăнса хытнăскере, хамăрăннисем тупса госпитале ăсатнă. Пурнас кун-çулăм пулнах пулас..." Кайран каллех вăрçă хирне тухнă ентеш.
Çĕнтерỹ хыççăн вара Хусанти педагогика институтĕнче вĕреннĕ К. Галялтдинов. Малтан Кзыл Чишмари, унтан ялти шкулсенче учительте ĕçленĕ. Вĕрентỹ отличникĕн ĕç кĕнекинче Анат Туçари шкулта директорта вăй хунă йĕркесем те çырăннă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденне, "Çарти хастарлăхшăн" медале тивĕçнĕ Кешаф Шамсутдинович тивĕçлĕ канăва тухсан та ачасене малалла вĕрентнĕ. Мăшăрĕпе вăл 8 ача пăхса çитĕнтернĕ. Ăрăва малалла 18 мăнукĕпе 17 кĕçĕн мăнукĕ тăсаççĕ. Çулленех вĕсем ашшĕ, аслашшĕ, кукашшĕ патне Çĕнтерỹ кунĕнче килеççĕ, ватă çынна кăмăлтан уяв-па саламлаççĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)