Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăм витĕр тухнисем

05 мая 2017 г.

Вăрçă... Епле хăрушă сăмах! 1941-1945 çулсенче пынă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашни килĕн алăкне шакканă. Тăшманпа çапăçма пĕр çуртран харăс 2-3-ĕн тухса кайнисем те пулнă. Юнлă çапăçу хирĕсенче чылайăшĕ ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Таврăннисенчен те нумайăшĕ йывăр суранĕсене пула вăхăтсăр вилнĕ.

Манăн тăвансем те фашистсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕрсен айккинчен пăхса тăман. Манăн вара паян Яппун вăрçине хутшăннă мăн асаттен шăллĕпе, Кивĕ Ахпỹртре пурăнакан Петр Алексеевич Павловпа, паллаштарас килет.

П. Павлов (ỹкерчĕкре) 1925 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче çуралнă. Фронта кайма повестка париччен вăл Калинин ячĕллĕ хуçалăхра ĕçленĕ. Ашшĕ вăрçă пуçланнă çулах çара кайнă. Ывăлĕ вара унăн вырăнĕнче тăрăшнă. 1943 çулта Петĕр тетене (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) хăйне те салтака кайма ят тухать.

_ Пире, 1925 çулта çуралнисене, çар ретне 1942 çулхи декабрьте илме пуçларĕç, анчах Канаш хулине çитсен каялла ячĕç. Тепĕр хут 1943 çулхи январьте пуçтарчĕç те Инçет Хĕвелтухăçне илсе кайрĕç. Çул çинче пĕр уйăх иртрĕ. Пире вăрçăран аманса таврăннă Алексей Алексеевич Быков лейтенант тата хамăр ялти Василий Кириллович Салмин леçрĕç. Эшелон Спаска çитсен антарчĕç. Хуларан 20 çухрăмра вырнаçнă легерьте пурăнма пуçларăмăр. Виçĕ уйăхран присяга йышăнтăмăр. Каярах Спаска ĕçлеме илсе кайма пикенчĕç. Пирĕнпе пĕрле ФЗОна вĕренме пынă хĕрсем те вăй хуратчĕç. Лайăх ĕçленĕшĕн мана строй умĕнче 5 хутчен тав сăмахĕ каларĕç, _ тесе аса илчĕ Петр Алексеевич.

Кивĕ Ахпỹрт каччин окопсемпе çĕр пỹртсем чавма та, цемент заводĕнче тар тăкма та тивнĕ. Пуррипе çуккине вара пĕр ялта ỹснĕ Александр Степанович Плешковпа пайланă.

1945 çулта П. Павлова ытти салтаксемпе пĕрле яппунсемпе çапăçма илсе кайнă. Малтан вăл 95-мĕш стрелковăй бригадăра стрелок, кайран 48-мĕш полк-ра отделени командирĕ пулнă. Старшина званине тивĕçнĕ.

_ Яппунсемпе çапăçма Ворошилов хули енчен çĕрле кĕтĕмĕр. 7-8 çухрăм шурлăхпа утрăмăр. Чикĕре ракетăсемпе перетчĕç, тупă сассисем те илтĕнетчĕç. Тăшмансем темиçе хутчен те сывлăшран тапăнчĕç, анчах нимĕн те тăваймарĕç, _ терĕ Петĕр тете.

П. Павлов 1948 çулта тин çуралнă ялне таврăннă. Унăн орденсемпе медальсем те пур. Салтакран килсенех машинăпа çỹреме пуçланă. Тивĕçлĕ канăва кайичченех руль умĕнче пулнă. Мăшăрĕпе, Зинаида Петровнăпа, тăватă ывăлпа икĕ х ĕр çуратса ỹстернĕ. Пурне те тĕрĕс воспитани панă. Карина ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика