Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕн пултарулăхĕ иксĕлми

03 мая 2017 г.

Республикăри наци библиотекинче "Литературăллă Чăваш Ен: 2016 çулхи чи лайăх вуланакан кĕнеке" конкурса пĕтĕмлетрĕç. Вăл шăпах Чăваш чĕлхи кунĕпе пĕр те килчĕ. Çавна май мероприятие писательсем, поэтсем, журналистсем, библиотекарьсем, вулакансем тата ыттисем те йышлăн пухăнчĕç.

Конкурс тĕрлĕ номинаципе иртрĕ. Жюри председателĕ Ю. Артемьев çак тапхăрта авторсем вулакансемпе конференцисем, тĕл пулусем, диспутсем ирттернине те палăртса хăварчĕ.

Конкурса чăвашла тата вырăсла 2016 çулта пичетленсе тухнă 123 кĕнекене кĕртнĕ. Ку енĕпе хăйсен шухăшне палăртнă 38324 вулакан сĕнĕвне те шута илнĕ. Хак пама республикăри районсенчи тата хуласенчи 74 вулавăш хутшăннă.

"Литературăллă Чăваш Ен: 2016 çулхи чи лайăх вуланакан кĕнеке" конкурсра "Хальхи проза" номинацире (чăвашла) Арсений Алексеевич Тарасов çĕнтерỹçĕсен шутне кĕнĕ. Авторăн "Вĕлтĕртетсе вĕçет сарă çулçă" кĕнекине вулакансем вырăна хунă. Саламлатпăр ентеше. Малашне те халăх кăмăлне кайма пултаракан кĕнекесем пичетлеме ăнăçу сунатпăр.

Арсений Тарасов Пăлакасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Халĕ республикăн тĕп хулинче пурăнать.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика