Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăх тымарĕ çирĕп Каргинсен

18 апреля 2017 г.

 Мăнукĕсен ачисене çуммăн лартса юмах каласа пама пултарать Кивĕ Ахпỹртри Хрестиния Ивановна. 90 çулхи юбилейне паллă турĕ вăл çак кунсенче. Кĕреке тулли тăванĕ пуçтарăнчĕ. Мăшăрĕпе, Антон Агафоновичпа, 8 ача çуратса ỹстернĕ вĕсем. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем амăшне 18 мăнуклă тунă. Çемье йывăççи вара тымар ярсах пырать. Паян Х. Каргинан 23 кĕçĕн мăнук. Ача садĕнчи шăпах пĕр пысăк ушкăн. Астуса пĕтер ăрăва малалла тăсакан виççĕмĕш сыпăкрисен ячĕсене. Çулĕсемпе аслăраххисене пĕлет-ха. Кĕçĕнреххисене вара икшер-виçшер ят калани те пулать. Пурпĕрех çулăхаççĕ вĕсем ватă патне. Кукамай текенсем ытларах-мĕн. Хрестиния Ивановнăпа Антон Агафоновичăн 6 хĕрпе икĕ ывăл çитĕннĕ. Хыçа юлнă 33 пине яхăн кунра ăшши те, сивви те, лайăххи те, япăххи те сахал мар пулнă ĕнтĕ. Хĕрарăм чăтăмлăхĕ çитнĕ. Трень- ел ялĕнче кун çути курнă вăл. Пĕр варта тăххăрăн выртнă. Анчах паянхи кун пĕчченех юлнă. Мăшăрĕ те виçĕ çул каялла пурнăçран уйрăлчĕ. Йывăр чир аслă ывăлĕпе кинĕн, кĕтмен инкек вĕсен ачин пурнăçне татрĕ. Юрать хĕрĕсенчен ытларахăшĕ (Галя, Люда, Тоня, Рита) качча тухса ялта пурăнаççĕ. Люся Туçаран, Света Патăрьелĕнчен час-час килсе çỹреме пултараççĕ. Ывăлĕ те тĕпрен уйрăлса тухса çывăха çурт лартнă.

_ 14-ра чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ. Тăхлан çумăрĕ пирĕн пата çуман пулсан та ачаран пуçласа мăн çын таран чăтăмлăхсене тĕрĕслерĕ. 7 класс вĕреннипех çырлахма тиврĕ. Çиме çăкăр, тăхăнма тумтир хĕсĕк. Ял халăхĕ "Пурте фронт валли, пурте çĕнтерỹшĕн!" ĕç вахтине тăчĕ,_ куç умне кăларса тăратса аса илет иртнине тыл ĕçченĕ Хрестиния Ивановна.

Вăрçă çулĕсенче ăна почтальонкăра ĕçлеме шаннă. Виç кĕтеслĕ çырусене мĕн чухлĕ салатман-ши хĕр! Ырă хыпар кашнинех савăнтарнă. Анчах хурлăхлине мĕнле çывăх çыннисене памаллине те пĕлмен вăл. Усал хыпар утпа çỹрет тенĕ евĕр, камăн та пулсан ывăлĕ, ашшĕ, мăшăрĕ вилнине вара çав кунах ял пĕлнĕ. Пуçĕсене хура тутăр çыхса пĕксе ĕçе утакансем хушăнсах пынă...

Пĕртăван София, Анна, Иван педагог ĕçне суйланă.

Вăрçă чарăнсассăн Хрестюк аппа Кивĕ Ахпỹрте качча тухнă. Антон Агафонович та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер пулнă. Çĕнĕ çын тỹрех колхоз ĕçне кỹлĕннĕ.

_ Атте пирĕн чылай çул ферма заведующийĕнче ĕçленĕ,_ аса илеççĕ ачисем. _ Анне вара каярахпа чăх пăхма кĕнĕ. Уроксем хыççăн ялан çăмарта пуçтарма каяттăмăр. Яваплă ĕç. Шухăлăх кирлĕ мар. Пĕрне те çĕмĕрмелле мар. Унсăрăн пĕрле ĕçлекен М. Гаврилова умĕнче пите хĕретейместĕн.

Ачисем ỹссе пынă май Каргинсем те колхозра пайсем илнĕ. Çемйи йышлăнран уйăрса панă йăрансене часах çумласа тухнă вĕсем. Кайран кỹрши-аршине пулăшнă.

Тăрăшуллă ĕç çĕре ỹкмен. Хрестиния Ивановнăна "Ĕçре палăрнăшăн", "Ĕç ветеранĕ" медальсемпе , "Вуннăмĕш пилĕкçуллăх ударникĕ" паллăпа наградăланă.

Паян хисеплĕ ватă хĕрĕпе пурăнать. Вăл та тивĕçлĕ канура.

Каргинсем ачисене пурне те çынна юрăхлă пăхса ỹстернĕ. Тивĕçлĕ воспитани панă, пĕлỹ илтернĕ. Пурте вырăнлă ĕçре вăй хунă, хураççĕ.

_ Пире анне ăшшине, тимлĕхне, юратăвне тивĕçлипе панăшăн паянхи кун ăна çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Унăн ырă канашĕсем яланах кирлĕ. Савăнăçа пайлама та, хуйха пусарма та тăван киле пуçтарăнатпăр. Ури итлеменрен хапха умĕнчи сак çине тухса лараймасть пулин те чỹречерен ачисем килессе куç пекех кĕтет вăл. Сайрарах килекенсене тунсăхлатех. Çавăншăн каçару та ыйтатпăр, _ теççĕ Людăпа Людмила хĕрĕсем.

Ял хыпарĕсемпе те интересленсех тăрать Х. Каргина. "Авангард" хаçата пĕр сиктермесĕр вулать. Ытларах юлашки страницăна кăмăллать. Кама камсем саламланине пĕлет. Хăй пек вуннăмĕш, тăххăрмĕш теçеткене вакланисене пỹрне хуçсах шутласа пама пултарать. Вĕсен йăх-тымарĕсене куç умне кăларать. Пĕрле ĕçленĕ тус-тантăшĕсене манмасть. Çамрăксене вара хăй пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулма сĕнет.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика