11 апреля 2017 г.
Пурте пĕрле пурнăçăн _ савăнăçĕ те, хуйхи-суйхи те. Тỹп-тỹрĕ çулпа çеç кусмасть пурнăç урапи. Кашни çыннăн тĕрлĕрен, хăйне евĕр. Антонина Васильевнăн та ача чухне савăнмалли нумаях пулман. Ашшĕн юратăвне лайăххăн туйма та ĕлкĕреймен, вăл вăрçăра вилнĕ. Амăшĕ тăватă хĕрĕпе тăрса юлнă. Тоня улттăра чухне, сывлăхĕ хавшанине пула, вăл та çĕре кĕнĕ. Йăмăкне аппăшĕсем пăхса ỹстернĕ. Пĕр- пĕрне тĕрек парса, килĕштерсе пурăннă пĕр тăвансем. Ачаранах колхоз ĕçне кỹлĕннĕ. Тоня та вĕсенчен юлман. Çуллахи каникулсенче бригадăри мĕн пур ĕçе хутшăннă.
Вăтам шкултан аттестат илсен класĕпех комсомол путевкипе Çĕпĕре чукун çул тума кайнă. Унтан таврăнсан ялти столовăйне ĕçе вырнаçнă. Вунă çул буфетчица пулса тăрăшнă. Çак хушăрах савнă каччипе, малта пыракан механизаторпа, Геннадий Салминпа çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă.
Шăпах Антонина Васильевнăн ĕçченлĕхне, вăр-варлăхне çакăнта асăрханă Ленин орденлă "Гвардеец" колхоз ертỹçисем. Ăна ĕне фермине учетчицăна ĕçлеме чĕннĕ. Çулталăкран тата яваплăрах ĕç шанса панă, ферма заведующийĕн тилхепине "тыттарнă". Вĕсен шанăçне тỹр- ре кăларас тесе Антонина Васильевна малтанхи кунсенченех вăй хурса ĕçлеме пикеннĕ, хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă.
Сăмахне çилпе вĕçтермен. Тепĕр çулхинех ферма коллективĕ кашни ĕнерен 4599 килограмм сĕт суса районта мала тухнă. Ăратлăха, кĕтĕве çĕнетсе пырса пахалăхлă, ытларах выльăх апачĕ хатĕрлесе çулран-çул çитĕнỹсем тунă.
Кирек мĕнле çанталăкра та _ шăпăртатса çумăр çăвать е çил-тăман вĕçтерет _ фермăна 27 çул утнă. Никам та виçсе пăхман пулĕ вăл миçе çухрăм сукмака такăрлатнине. Çуллахи вăхăтра ĕнесене хире лагере илсе тухнă. Ун чухне Антонина Васильевна "Минск" мотоциклне хута янă.
Выльăх-чĕрлĕх йышне те ỹстерсе пынă. Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 600 пуçран иртнĕ. Сăвăнакан ĕнесем çеç 240 пуç. Дояркăсен вĕренĕвне йĕркеленĕ. Вĕсен хушшинче ăмăртура мала тухнисене вымпелсем парса хавхалантарнă. Витесем аякранах шап-шурă курăнса ларнă.
Туçасен опытне вĕренме ютран та килнĕ. Кунти ĕне ферминче республикăри, районсем хушшинчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансен семинар-канашлăвĕсене ирттернĕ. Антонина Васильевна хăй те республикăри малта пыракансен слечĕсене пĕрре мар хутшăннă. Пĕрлех пĕлĕвне те ỹстерсех пынă. Куçăмсăр майпа Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухнă, зоотехник профессине алла илнĕ.
Ферма ĕçченĕсен канăвне йĕркелессине те мала хунă вăл. Шупашкара экскурсине концерт-спектакле илсе çỹренĕ. Колхозри выльăх-чĕрлĕх пăхакансен хушшинче смотр-конкурссем ирттернĕ. Ялтан-яла концертпа çỹренĕ. Çуралнă кунсене, уявсене пĕрле паллă тунă. Çак асра юлнă ырă вăхăтсене ун чухнехи Л. Кипяткова, Г. Салмина, О. Углева, Е. Краснова дояркăсем паян та ăшшăн аса илеççĕ.
Ĕçчен çынна _ чыс-хисеп. А. Салмина çакна чăннипех те тивĕç. Наградăсене тирпейлĕ упрать вăл. Кунта В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа панă юбилей медалĕ, "Ĕç ветеранĕ", "Ĕçре палăрнăшăн" медальсем, "Социализмла ăмăрту отличникĕ" значок... Чи хакли вара _ "Хисеп палли" орден. Хисеп хучĕсемпе грамотăсем йышлă.
Фермăна ертсе пынă хушăрах вăл обществăлла ĕçсене те активлă хутшăннă. Темиçе хутчен ял Совет депутачĕ, колхозри тата районти хĕрарăмсен Канашĕн членĕ, агпромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз обкомĕн членĕ, районти ĕне сăвакансен виçĕ, тăватă, пилĕк пинлисен клубĕн председателĕ пулнă.
1990 çулта Мускавра Кремльти пысăк дворецра иртнĕ Пĕтĕм Союзри работниксемпе хресченсен, инженерла-техникла работниксен канашлăвне хутшăннă. Вăлах Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексĕнчи ветерансен совечĕн членĕ.
2015 çулта ял-йыш Антонина Васильевнăна староста пулма суйланă. Çийĕнчех хĕрỹ ĕçе пуçăннă вăл. Чи малтанах масара тасатса-тирпейлесе тăрассипе субботник ирттернĕ. Çимĕкре çулленех ял уявне тăвассине йĕркене кĕртнĕ. Халăхран укçа пуçтарса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк-монумент çумĕнче часавня туса лартнă.
Пĕр хушă колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене чысласси манăçа юлнă пулнă. Ăна çĕнĕрен йĕркелесе янă. Халĕ çулленех ваттисен кунĕнче 50 яхăн çын уявра савăнать. Ял урамĕсене тирпей-илем кĕртесси, çутăпа тивĕçтересси те канăç памасть ăна.
_ Ĕмĕтсене пурнăçлас шанчăк пур. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Углев сăмаха тытакан, халăхшăн тăрăшакан çын. Мĕн пур ĕçе унпа канашласа тума тăрăшатăп,_ тет Антонина Васильевна. Эпĕ ун çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп: таçтан шалтан тапса тăракан вăй-хăват пур унăн. Вăл кăвар пек çунса хĕрỹ парать. Пысăк тĕллевлĕ хастар çын А. Салмина. Пур ĕçе те ĕлкĕрет, пĕрне те ячĕшĕн тумасть. Никам та ăна 75 çул памасть.
_ Ял-йыш пурнăçĕ _ манăн пурнăç. Унăн хуйхи-суйхи _ манăн хуйхă-суйхă,_ тет Антонина Васильевна.
"Хунямăшĕ мĕнле _ кинĕ çапла", _ тенĕ ваттисем. Антонина Васильевна хăй те хуняшшĕ-хунямăшне нумай çул сума суса пурăннă. Халĕ Оля кинĕпе, Сергей ывăлĕпе 28 çул пĕрле килĕштерсе кун кунлаççĕ. Геннадий Гурьевичпа иккĕшĕ 2 хĕрпе пĕр ывăл çуратса пăхса ỹстернĕ. Вĕсем пурте ялтах тĕп-леннĕ, çемье çавăрнă. Кермен пек çурт-йĕр çĕкленĕ, ача-пăчаллă, çĕрпе ĕçлеççĕ. Йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ăна паян 9 мăнукĕпе 3 мăнукĕн ачи савăнтараççĕ.
В. МАЛЬЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)