07 апреля 2017 г.
А. ЛОГУНОВ, Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул директорĕ, ял старости:
_ Ман шутпа тỹрĕ эфирти телепроектра çĕкленĕ калаçу чи çивĕч- чисенчен пĕри пулса тăрать. Кăçал Экологи çулталăкĕ пулнă май çакă пире, ял çыннисене, тирпей-илемшĕн ытларах тăрăшма хистет. Çак çивĕч ыйту тавра Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин та яланах калаçу çĕклет.
Ялти кашни урам, кашни кил умĕ илемлĕ те таса пултăр тесе тăрăшмалла пирĕн. Тирпей-илем хамăршăн пулнине ăнланмалла.
Йывăçсем лартмалла, тавралăха илем кĕртмелле, çут çанталăка упрамалла. Эпир тăвакан пĕрлехи ĕç вăл _ пулас ăрусен сывлăхĕ пулнине манар мар.
Иртнĕ кĕркунне эпир Луговая урамра 23 тĕп пилеш лартрăмăр. Маларах çỹп-çап тăкакан вырăна тасатса тирпейлесе чăрăшсемпе яхтăсен хунавĕсене тымар яма пулăшнăччĕ.
Шкул стадионне те симĕс тум тăхăнтартасшăн. Ĕçе пуçăннă. Кăçал район 90 çул тултарнине халалласа унта аллея уçасшăн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)