Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйхăран вăранчĕç

04 апреля 2017 г.

Федерацин "Сăрçум" заповедникĕн Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Шăнкăртам çумĕнчи сăрт çамкинче (27,6 га) пурăнакан сăвăрсем йăвасенчен кăçал пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче тухрĕç. Çав кун тĕтре йăсăрланнăран хăйсене асăрхаймарăм. Çапах вĕсем шăтăкран тухнине иртнĕ çулхи курăка, ỹсентăран тымарĕсене кăларса çининчен пĕлтĕм. Темиçе кунран, тĕтре иртсен, пĕр çемье апатланнине куртăм. Пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнчен хуп турттарнăскерсем айлăма анса шыв ĕçрĕç, юр çирĕç. Çăварĕпе çыртса йăвисене типĕ курăк илсе кĕчĕç. Ăна çывăрмалли пỹлĕме сараççĕ.

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм йăваран апатланма тухрĕç. Хĕвел ăшшипе хĕртĕнесшĕн- тĕр. Лешĕ пĕлĕтсем хыçĕнчен тухса савăнтармарĕ.

Миназым Рахматуллин, заповедник ĕçченĕ

Пĕлме

Кĕçĕн Шăнкăртам сăвăрĕсем хĕллехи ыйхăран 2013 çулта- пушăн 20-мĕшĕнче, 2014ç7-14 мĕшĕнче, 2015ç- 12 мĕшĕнче, пĕлтĕр- 7-мĕшĕнче вăраннă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика