24 марта 2017 г.
Хăйне вăл пыл хурчĕпе танлаштарать. Ялĕнче вара «Туçа Ленинĕ», «Патăрьел хутлăхĕн чапа тухнă çынни» теççĕ. Тавракурăмĕпе, ăс-хакăл шайĕпе, хăйнеевĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Сăмахăм Тури Туçара пурăнакан
ЧР тава тивĕçлĕ экономисчĕ, А.П.Айдак ячĕллĕ орден кавалерĕ Валерий Салмин пирки.
Валерий Иванович хăй вăхăтĕнче производствăра та, шкулта та вăй хунă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Патăрьелти филиалĕнче студентсене те вĕрентнĕ. Пĕлтĕр вара хисеплĕ ветеран музей-çурт уçнă. «Çĕр çинчен тĕнче уçлăхне пăхакансен ăс-хакăл вулавĕн музей-архивĕ» ят панă ăна Салминсем.
Валерий Ивановичпа унăн мăшăрĕ Полина Кирилловна пире аваллăх управçипе, хăйсен хуçалăхĕпе хаваспах паллаштарчĕç. Çемье пуçĕ ылтăн хурт пекех сĕре ĕçчен. Вăл çуллахи вăхăтра пахчара, уçă сывлăшра ĕçлеме беседкăра аграри тата философи секторĕсем хăтланă. Куллен пурăнакан çуртра та кил хуçин философи пÿлĕмĕ пур. Çуллахи пÿртре вара — музей. Кунта Салминсен çемйипе, йăхĕпе, вĕсен наука ĕçĕсемпе, тăван тăрăх историйĕпе, ку хутлăхри халăхăн йăли-йĕркипе, культурипе паллашма пулать. Кунтах — документсем, сăнÿкерчĕксем, Салминсем тивĕçнĕ наградăсем.
«Çак музее эпĕ хамăн шалти кăмăл-туйăма тивĕçтерес тĕллевпе кăна мар, çамрăк ăру валли пултăрччĕ тесе те хăтларăм. «Эпир пурнăçран уйрăлсан вăл никама та кирлĕ пулмасть, ахалех пĕтет», — шухăш канăç памарĕ малтан. Çапах пирĕн обществăра кун пеккине хаклама пĕлекен, аваллăха манаканăн пуласлăхĕ çук тенине асра тытакан ытларах. «Кунта — тĕнче шухăш! Çак музее çĕнĕ ăрусемшĕн упраса хăвармаллах», — хавхалантарчĕç Патăрьел районĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем те. Мăнукăм Павел Павлов шкула ылтăн медальпе пĕтерчĕ, халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра энергетика вĕренет. Ăслă та пултаруллă. «Павлик, пĕтĕм шанчăкăм эсĕ. Музее тата пуянлатмалла, санăн малашлăхра кĕнеке кăлармалла», — тетĕп ăна», — сăмах çăмхине сÿтсе çăмхаларĕ Валерий Салмин.
Ĕмĕт-тĕллевĕ пысăк-ха 73 çула пуснăскерĕн. Аваллăх управçине районти библиотекарьсем, райадминистраци специалисчĕсемпе вырăнти хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем, вĕрентекенсемпе шкул ачисем килсе курни, иртен-çÿрен кĕрсе тухни хавхалантарнă ăна.
Mузейре кашни пушă вырăнтах — çÿлте те, аялта та — интереслĕ, ăслă шухăшсемпе каларăшсене çырнă. Валерий Иванович вĕсене çĕрле вăрансан, пуçра шухăш пур чухне тухса çырать-мĕн. Чĕркуçленсе те, выртса та шăрçалать... Почеркĕ хитре.
Кил хуçисем пире пĕр çавра юрă юрласах ăсатрĕç. Сассисем çав тери хитре те уçă хăйсен. Сăмах май, чăваш эстрада юрăçи Надежда Юрпи — вĕсен хĕрĕ. «Салминсем яланах юрланă, юрлатпăр, малашне те юрлăпăр», — терĕ йăл кулса çемье пуçĕ. Çапла пултăр та.
Роза ВЛАСОВА
ШУХĂШ
Полина САЛМИНА, мăшăрĕ:
— Упăшка ĕмĕр тăршшĕпе мĕн чухлĕ материал пуçтарчĕ. «Ăçта хумалла, мĕн тумалла-ши кусемпе?» — ыйтрĕ вăл пĕррехинче. «Музей уçсан мĕнле-ши?» — терĕм. Ак хайхи, çунатланса, хавхаланса кайрĕ. «Эпĕ шăпах санăн шухăшна пĕлесшĕнччĕ те», — терĕ. Палăртнине пурнăçа кĕртес тенипе ыйхи те вĕçетчĕ, каçсерен тăрса ĕçлеме пуçларĕ. Ĕçне пĕрех вĕçне çитерчĕ.
Источник: "Хыпар"