Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк тусăм, ан ман: наркомани вилĕмпе тан!

14 марта 2017 г.

 Малашлăха шанса паракан çамрăксене сывă та тĕреклĕ пурнăçа хăнăхтарасси _ аслă ăрăвăн тĕп тĕллевĕ. Юлашки çулсенче вăй илме хăтланакан наркомани, унăн сиенĕ- пе хăрушлăхĕ пирки час-часах уçă калаçусем йĕркелени, çак темăпа тĕрлĕрен кĕнекене, кинофильма пĕрле сỹтсе явни те пĕлтерĕшлĕ. Темиçе кун каялла çеç Кивĕ Ахпỹрт ял вулавăшĕн библиотекарĕ Антонина Капитонова пуçарăвĕпе йĕркеленĕ кĕнекесен куравне ялти шкулта вĕренекен ачасем, çамрăксем çеç мар, çулланнă хĕрарăмсемпе арçынсем те хутшăннă. Хальхинче библиотека ĕçченĕ Людмила Петрушевскаян "Глюк" кĕнекипе тавлашуллă калаçу йĕркеленĕ. Тĕп сăнар пирки мĕн шутлать вулакан? Наркоман хăй вилĕме хирĕç утнине ăнланать-и?

Тĕл пулура Мария Табакова медицина сестри ачасем мĕн пĕчĕкрен чунпа таса пулни, хул-çурăма тĕрлĕрен хусканупа, спортпа хăнăхтарни, хамăра-хамăр тата юлташсене хисеплени, çамрăк организма алкогольпе тата чикарккă тĕтĕмĕпе сиенлеменни çеç сывă та тĕреклĕ çитĕнме, пурнăçра ырă утăм, çитĕнỹ тума пулăшни пирки пуçарнă калаçу-дискусси пуриншĕн те кăмăллă иртнĕ.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Республикăра мартăн 13 _ 23-мĕшĕсенче "Кала, ăçта вилĕм сутаççĕ?" Пĕтĕм Раççейри акци иртет. Апла пулсан, çак тапхăрта асăннă темăпа вырăнсенче тата пуçаруллăрах ĕçлемелле.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика