07 марта 2017 г.
Упăшкипе арăмĕ _ çỹпçипе хупăлчи, теççĕ халăхра. Çак сăмахсене Кивĕ Ахпỹртри Марияпа Феоктист Арлановсем çинчен каланăнах туйăнать. Иккĕшĕ те çак ялта çуралса ỹснĕскерсем, пурнăç каçалăкĕпе алла-аллăн тытăнса утма тытăннăранпа 50 çул иртрĕ. Ылтăн туя мăшăр тăванĕсемпе, ачи-пăчипе, мăнукĕсемпе анлăн паллă турĕ. Çулсем шултăраланса пыраççĕ пулин те вĕсем паян та ĕçсĕр лармаççĕ, кил-çурта тĕреклĕ тытаççĕ, вучаха сỹнме памаççĕ. Йышлă çемьесенче çитĕннĕскерсем, пурнăç тути-масине ачаранах туйса, ăнланса ỹснĕ.
Сăмахăма кил управçинчен, Мария Филипповнăран, пуçлам-ха. 1945 çулта Антонина Порфирьевнапа Филипп Прокопьевич Федоровсен çемйинче кун çути курнă вăл. Сакăр ачаран виççĕмĕш пулнă. Çавна май хă- йĕнчен кĕçĕнреххисене пăхасси ун çине тиеннĕ. Акă еплерех аса илчĕ вăл çав вăхăтсене:
_ Аттепе анне ирех ĕçе тухса каятчĕç. Пире, аслăраххисене, шăллăмсемпе йăмăксене астума хушса хăваратчĕç. Чăххи-чĕппине те пăхмаллаччĕ. Ĕç куршанакĕ ир çыпăçрĕ. Эпир ỹснĕ вăхăтра колхозри нумай ĕçе алă вĕççĕн пурнăçлатчĕç. Ир пуçласа каçчен пилĕк авмаллаччĕ. Анне пире çăкăр пĕçерме те, кĕпе-йĕм çĕлеме те, алса-чăлха çыхма та вĕрентрĕ. Атте шкула кайма çĕнĕ çăпатасем туса паратчĕ...
Çапла Федоровсем сакăр ачине те лайăх воспитани парса ỹстернĕ. Ывăлĕсем пурте ачаранах купăс калама вĕреннĕ, хĕрĕсем юрланă. Манян вара учитель пулас килнĕ. Анчах çутă ĕмĕте пурнăçлама çăмăлах пулман. Ялти пуçламăш классенчен вĕренсе тухсан Туçари вăтам шкула çỹреме пуçланă. Аттестат илнĕ хыççăн пĕр вăхăт ĕне ферминче учетчицăра вăй хунă. Ун чухне аслă шкула вĕренме кĕрес тесен пĕр çул колхозра ĕçлемелле пулнă.
Хĕр ĕмĕчĕ 1963 çулта пурнăçланнă. Вăл Канашри педагогика училищин студентки пулса тăнă. Диплом илсен ăна Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулне ĕçлеме янă.
_ Пурнăçăн çак тапхăрĕ чи хавасли, чи интересли пулнă маншăн,_ аса илет Мария Филипповна. _ Кашни урока, мероприятие çỹллĕ шайра ирттереттĕмĕр.
Ял каччипе, Феоктист Арлановпа çемье çавăрнă хыççăн, Мария Филипповна Кивĕ Ахпỹрт шкулне ĕçлеме куçнă, кĕçĕн классене пĕлỹ пама пуçланă. 36 çул ĕçлесе мĕн чухлĕ ача ун алли витĕр тухнă! Вăл акнă ырă вăрлăхсем паха çимĕç панă. Унăн вĕренекенĕсем вăтам шкултан ылтăн медальпе тухнисем пур. Чылайăшĕ учитель çулĕпе кайнă, професси илнисенчен те ĕçре палăрнисем, тава тивĕçлĕ ят илнисем чылай.
Мария Филипповна архивĕнче тĕрлĕ çул тивĕçнĕ наградăсемпе Хисеп хучĕ-сем нумай. "Ĕç ветеранĕ" медаль те пур. Çаксем пурте вăл пултаруллă педагог пулнине çирĕплетеççĕ.
Унăн мăшăрĕ Феоктист Николаевич та ялта пысăк хисепре. Кил-йыш пысăк пулнă Анна Поликарповнăпа Николай Петрович Арлановсен: 5 хĕрпе 5 ывăл. Ача-пăча йышлăран çемьене çăмăлах килмен. Пурин те пĕчĕккĕллех çан-çурăма куçпа виçейми уй-хир анлăшĕпе касăлтарма тивнĕ. Феоктист та кĕçĕн класа çỹренĕ чухнех каникулсенче колхоз ĕçĕнче пиçĕхнĕ: пучах пуçтарнă, çум çумланă, лашапа утă- улăм турттарнă. Виçĕ çул умлă-хыçлă Тутар Республикинче сысна кĕтĕвĕ кĕтнĕ. Уя тухсан яланах "хурçă утсем" суха тунине ăмсанса пăхнă. Ĕмĕте пурнăçлас тĕллевпе çичĕ класс хыççăн Саратоври механизаци училищине çул тытнă. Вĕренĕве вĕçлесе тăван яла таврăннă. Çул-йĕр участокĕнче тетĕшĕпе пĕрле грейдерпа ĕçлеме тытăннă. Çулталăкран çар тивĕçне пурнăçлама ят тухнă. Виçĕ çул салтак пăтти çинĕ хыççăн ялах таврăннă. Каччăна Т-40 тракторпа ĕçлеме шаннă. Кирек мĕнле ĕçе те çỹллĕ шайра туса пыма тăрăшнă вăл. Акара та, вырмара та яланах малтисен ретĕнче пулнă. Ултă çултан Феоктиста заправщика куçарнă. Унта тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Обществăлла ĕçсенче те палăрнă. Халăх контроль комиссийĕн членĕ пулнă. Тăрăшуллă ĕçшĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. "Ĕç ветеранĕ" медальлĕ.
Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ. Мария Филипповнăпа Феоктист Николаевичăн ывăлĕсемпе хĕрĕсем те хăйсенех хывнă: сăпайлă, ĕçчен. Пурте тăван килтен вĕçсе тухса саланнă, çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Асли, Константин полици системинче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Надя кỹршĕ яла качча кайнă, шкулта ĕçлет. Сергей Çĕнĕ Шупашкарти ГИБДД уйрăмĕнче, Оксана Шупашкарти пĕр ача садĕнче воспитательницăра вăй хураççĕ. Ашшĕ-амăшне тунсăхлама памаççĕ. Килсех çỹреççĕ, килти ĕçсенче пулăшаççĕ. Арлановсен 7 мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук.
Алă усса лармаççĕ Арлановсем. Качака, чăх-чĕп, хур-кăвакал усраççĕ, пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Мăнукĕсене улма-çырлапа савăнтараççĕ.
В. МАЛЬЦЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)