03 марта 2017 г.
Чылай çул Туçари вăтам шкулта учительте ĕçлерĕм. 1992 çулта инсульт пулчĕ. Сывлăх япăхланнăран васкавлă пулăшура ĕçлекенсем çула илсе тухма хăрарĕç. Туçа больницин тĕп врачĕ Тамара Рубцова яваплăха хăй çине илсе мана ялти сип-лев учрежденине вырнаçтарчĕ. Çамрăк тухтăр маншăн ун чухне Турă вырăнĕнчех пулчĕ: пĕр урапа леш тĕнчере пулнă çынна вилĕмрен çăлчĕ. Унтанпа 25 çул иртрĕ. Çак тапхăрта Тамара Ильинична патĕнче темиçе хутчен те сипленме тиврĕ. Тухтăрăн çутă сăнĕ, ăшă кулли, çепĕç чĕлхи кашнинчех сывалма шанчăк пачĕ.
Кăçал тепĕр хут йывăр чирлерĕм, районти тĕп больницăн терапи уйрăмĕнчех сиплентĕм. Хальхи вăхăтра çакăнта вăй хуракан аслă категориллĕ врач Т. Рубцова мана иккĕмĕш хут вилĕмрен çăлчĕ.
Тамара Ильинична чăннипех те хăйĕн профессине чун-чĕ-ререн парăннă çын. 30 çула яхăн çынсене сыватассишĕн тăрăшать. Вăл 1987 çулта Патăрьелĕнчи сиплев учрежденийĕнче интернатура тухнă. Каярах, 1989 çулта, Туçари больницăра ĕçлеме пуçланă. Кунта чылай çул тăрăшрĕ. Таврари, инçетри ялсенчен те ун патне сипленме килетчĕç. Хăйĕн тĕп тивĕçне пурнăçланисĕр пуçне республикăра тухтăрсем хушшинче иртекен тĕрлĕ конкурса хутшăнса пĕрре мар çĕнтерỹпе, дипломпа таврăннă. "Хĕрарăм-ертỹçĕ" тупăшура та "Профессине парăннă çын" номинацине тивĕçнĕ.
Патăрьел хĕрĕ, Туçа ял кинĕ ĕçре кăна мар, çемьере те питĕ тирпейлĕ, сăпайлă çын. Пăянамăшĕпе, Олимпиада Антоновнăпа, пĕр чĕлхе тупнă. 88 çулти хĕрарăм ăна мухтаса çеç тăрать. Мăшăрĕн тăванĕсем те питĕ юратаççĕ.
Эпĕ Тамара Ильиничнăна тата нумай çул чирлĕ çынсене сыватма çирĕп сывлăх, пурнăçра телей, ĕçре ăнăçу сунатăп.
Иван МУЛЮКОВ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)