Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă çын кайсан ырă ят юлать

22 февраля 2017 г.

Пурăннă пулсан паян шăп 80 çул тултаратчĕ вăл.

И. Арланов 1937 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче Кивĕ Ахпỹрт ялĕнче кун çути курнă. Хăйĕн пурнăçне вăл çуралнă тăрăхпа, çĕрпе çыхăнтарнă. Иван Николаевич мĕн пĕчĕкренех колхозра вăй хунă. 1955 çулта "Гвардеец" хуçалăхра бригадирта тăрăшма пуçланă. Каярах вара вăл Кивĕ Ахпỹртри клуб заведующийĕнче, Туçа ял совечĕн председателĕнче, колхозри партком секретарĕнче, хуçалăх ертỹçи çумĕнче, "Южный" сысна комплексĕн директорĕнче ĕçленĕ. 1985 çулта И. Арланова республикипе кĕрлесе тăнă "Гвардеец" колхоза ертсе пыма шанаççĕ. Хуçалăх "тилхепине" вăл 1997 çулчченех тытать.

Ĕçне кура хисепĕ. Иван Николаевич "ЧАССР ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", "Халăх çутĕç отличникĕ" хисепсене, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, медальсене тивĕçнĕ. ЧАССР Аслă Канашĕн депутатне те темиçе хутчен суйланнă.

Ырă çын вилет _ ырă ят юлать, теççĕ.

И. Арланов пирĕнпе юнашар çук пулсан та унăн ячĕ, ĕçĕ халăх чĕринче упранĕ.

Хамăр корр. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика