17 февраля 2017 г.
Туçа ял тăрăхĕнче Кивĕ Ахпỹртре пурăнакан Александр Николаевич Салмина (ỹкерчĕкре) пĕлмен çын çук та пуль. Вăл чылай çул Туçари вăтам тата Кивĕ Ахпỹртри шкулсенче ачасене пĕлỹ парассишĕн тăрăшнă. Халь тивĕçлĕ канура вăл, апла пулин те пĕрре те пушă тăмасть. Алевтина хĕрĕпе иккĕшĕ тăван ялĕн историне çыраççĕ. Çитĕнекен ăру йăх-несĕлĕ кам пулнине пĕлччĕр тесе тăрăшаççĕ.
А. Салмин çут тĕнчене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕ хыççăн, 1947 çулта, килнĕ. Ачалăхĕ унăн çăмăл иртмен. Ытла та ир ĕçе кỹлĕннĕ вăл. Тăхăр çултах хăйĕнпе тантăш Виталий Курицынпа кĕтỹ кĕтме Тутар Республикине тухса кайнă. Çумăр çăвать-и, хĕртсе хĕвел пăхать-и _ выльăхсене кунĕпех пăхнă.
Пуçламăш шкула Александр Николаевич Кивĕ Ахпỹртре вĕреннĕ, унтан Туçари пĕлỹ çуртне çỹ-ренĕ. Вĕреннĕ чухнех ăна математика, физика, хими, черчени урокĕсем килĕшнĕ. Çавăнпах салтакран килсенех Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет. Тăваттăмĕш курсра чухне Мускаври аслă шкула куçать. Физика вĕрентекенĕ пулса çуралнă çĕршыва таврăнать. Ĕнерхи студент малтанхи тапхăрта Туçари пĕлỹ çуртĕнче электрикре тата физика кабинечĕн лабораторийĕнче вăй хунă. Пĕрлех ачасене те техникăна юратма хăнăхтарнă.
_ 1969 çулта ман пата шкул директорĕ Геннадий Федорович Мулюков пычĕ те колхозри тимĕр-тăмăр купи çинче пăрахăçа кăларнă тракторсем выртнине пĕлтерчĕ. Тепĕр куннех кайса пăхрăм та темиçешĕнчен пĕрре пухма май пуррине пĕлтертĕм. Аслă классенче вĕренекен ачасем пулăшнипе çак çулах кĕркунне хурçă "ута" ĕçлеттерсе ятăмăр. Çак вăхăтра шăпах çĕнĕ шкула тума пуçăннăччĕ, трактор пурри пысăк пулăшу пулчĕ, _ терĕ А. Салмин иртнĕ вăхăтсене аса илнĕ май. Александр Николаевич физика вĕрентме пуçласан тĕрлĕ опыт ирттерме партăсем патне тăватă вольтлă электричество токне пымалла тунă. Уроксем хыççăн ачасене "Смена-6" фотоаппаратпа ĕçлеме тата сăн ỹкерчĕксене кăларма хăнăхтарнă. "Моделирование" кружокра вĕренекенсемпе хăй тĕллĕн çỹрекен çуна ăсталанă. Ăна тума В. Тестов педагог килĕнчен ИЖ-49 мотоциклăн двигательне парнеленĕ. Мастерскойĕнче вăй хуракан Г. Салмин хурăн йывăççинчен пропеллер туса панă. 9 тата 10 класра вĕренекен Владимир Тестовпа Сергей Мулюков çунана хута ярассишĕн питĕ тăрăшнă.
1977 çулта А. Салмина Кивĕ Ахпỹртри шкула ерт-се пыма шанаççĕ. Шăпах çак вăхăтра пĕлỹ çуртне туса çеç пĕтернĕ. Кунта та çанă тавăрса ĕçлемелли çителĕклех пулнă. Вĕрентекенсем кăнтăрла ачасене ăс панă, каçпа ỹнерçĕ, архитектор пулса тăнă. Кашни учитель хăйĕн кабинетне чи лайăххисен шутне кĕртме тăрăшнă. Александр Николаевич та айккинчен çеç пăхса тăман, иртен пуçласа каçченех пуринпе пĕрле вăй хунă.
Çулсем пĕр сисĕнмесĕр иртеççĕ. Кивĕ Ахпỹрт шкулĕ 100 çул çитнине уявлама хатĕрленнĕ чухне А. Салмин пĕлỹ çурчĕн историне пухма пуçлать. Шăпах çакăн хыççăн ăна ял шăпи кăсăклантарса ярать. Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетне пĕтернĕ Аля хĕрĕ те ăна хаваслансах пулăшать. Вĕсем "Староахпердинской школе 100 лет", "Асрах-çке эс, тăван кĕтес", "Ты в памяти у всех, родная сторона", "Их имена прославили деревню" кĕнекесем кăларнă. Паян та Александр Николаевич пушă вăхăт тупăнсанах ялти çынсен йăх-несĕлне тĕпчет.
А. Салмин ĕçри тăрăшулăхшăн "Халăх çутĕç отличникĕ" ята, республикăри вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотине, "Чăваш Енĕн хисеплĕ краевечĕ", "Кивĕ Ахпỹрт ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" хисепсене тата ытти сумлă наградăсене тивĕçнĕ.
Александр Николаевич 2007 çулта çĕрпе ĕçлеме пуçлать. Сухалама, акма трактор туянать. Çуркунне çитсенех руль умне ларать те хире васкать. "Чăн-чăн ĕç çынни", _ теççĕ ун пирки пурте. Ара, алли чăннипех те ылтăн. А. Салмин платник те, сварщик те, электрик те... Кỹрши-аршине, тăванĕсене яланах пулăшать, инкеке лекнисене тимлĕх уйăрать.
Хисеплĕ мăшăр, Александр Николаевичпа Елена Николаевна, виçĕ ача çуратса ỹстер- нĕ. Пурне те аслă пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Сăмах май, Е. Салмина тивĕçлĕ канăва кайичченех Туçари больницăра медсестрара вăй хунă.
Ф. КАРЯГИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)