Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял малашлăхĕ, шкул проблеми, çĕр ыйтăвĕ

07 февраля 2017 г.

Çак тата ытти темăсем тавра çивĕч калаçу пычĕ Туçа тата Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕсенче иртнĕ пухусенче

Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхĕ районти ял пуçлăхĕсемшĕн нихçанхинчен те хĕрỹрех иртрĕ. Район территоринче вырнаçнă вырăнти муниципалитет пĕрлĕ- хĕсен ертỹçисем кашниех халăх умĕнче анлă отчетсем турĕç: ял тăрăх пуçлăхĕсем вырăнсенче 2016 çулта пурнăçланă ĕçĕсемпе паллаштарчĕç, халăхран укçа-тенкĕ кĕнине кура, бюджет пуянлăхне шута илсе кăçал хут çине çырнă планĕсене, ĕмĕт-тĕлле- вĕсене палăртрĕç. Тỹшекне кура урана тăснă евĕр, кирек мĕнле ĕçе пурнăçлама та пухмачра пуянлăх пулни пĕлтерĕшлĕ. Пур пек нухрата салатма сакăр алăк та тупăнать. Çапах та паян вырăнти бюджетпа тата патшалăх тĕрлĕрен программăпа паракан укçа-тенке перекетлĕ те пĕлсе, вырăнлă, тĕллевлĕ вырнаçтарасси, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшасси _ ял тăрăх администрацийĕн тĕп тĕллевĕ. Кашни пухăвах район администрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисем те хутшăннăран тĕл пулусенче граждансем хăйсен пăшăрханăвне, шухăшне, çав вăхăтрах ырă пулăмсене те хĕвре пытармарĕç, власть представителĕсем умĕнче уçăлса калаçрĕç. Туçа тата Çĕнĕ Ахпỹрт поселенийĕсенче йĕркеленĕ пухусенчи калаçусенчен те президиумра тата залра ларакансем валли çамка çине картмалли шухăшсем, сĕнỹсем сахал мар пулчĕç.

Вăхăтĕнче хăйĕн ят-сумĕпе, чыс-хисепĕпе республикăмăрта кĕрленĕ Туçа енĕм паян экономикăри сакăлтаклă çулсене пăхмасăр халăх ырлăхĕшĕн пархатарлă ĕçсем тума, йывăрлăхсене парăнтарма тăрăшать. Çак тĕллевпе çулсеренех тĕрлĕрен программăна явăçать, аталанун ытти меслечĕсене те шырать. Тĕрĕсех, йĕмен ачана ытахальтен ĕмкĕч хыптармаççĕ. Пуху умĕн район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Л. Кузнецов ертсе пыракан ушкăн кашни ялти социаллă тата культура объекчĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн шăпах çакнашкал пĕтĕмлетỹ тума май пулчĕ. Анчах та Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ Константин Углев иртнĕ çулхи ĕç-хĕл пирки хатĕрленĕ тĕп докладри демографипе, ялсенче пушă çуртсем йышланса, вăй парса ĕçлекен ăста специалистсен, хисеплĕ учительсен пысăк ушкăнĕ ватăлса пынипе çыхăннă пăшăрхантаракан ыйтусем залра ларакансемшĕн чĕре сури пулмарĕ. Ун пек чухне алă ирĕксĕрех тăнлав еннелле туртăнчĕ: çамрăксен хастарлăхĕ мĕншĕн курăнмасть, ял пуласлăхĕ тĕтреллĕ мар-и? Залра ларакансем ытларах аслă çулхи çынсем пулсан та, Константин Анатольевич хăйĕн сăмахĕнче пуçра хавхалану туйăмне çуратма пулăшрĕ. Пĕлтĕр поселени хевтипе Пăлаккассинче 1600 метр ытла çула сарнă, Козловка ялĕнче çур çухрăма яхăн çула (халăхсем те пая кĕнĕ) тикĕс- лесе чул сарнă, Вăтаелĕнче фельдшерпа акушер пунктне уçнă, халăх вăйĕпе ялти культура çурчĕн никĕсне ярса хăварнă, Тутар Тимешĕнчи ял вулавăшне юсаса хăтлăлатнă, Туçара юрăхсăра тухнă кĕпере тĕпрен юсанă, кашни культура учрежденинех шыв кĕртес тĕллевпе пусăсем чавнă тата ытти те. Урăхла каласан, ялсен инфраструктурине çĕнетме тăрăшнă. Унсăр пуçне муниципалитет саккунлă йĕркене вăя кĕртессипе, усă курмасăр япăхса выртакан çĕр лаптăкĕсене "чун" парассипе те сахал мар тимленĕ. Кучухне патшалăх шайĕнчи çак тема уйрăмах çивĕч тăрать. 2016 çулта Туçа тăрăхĕнче 992 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Ыйту паян та кун йĕркинчех.

Ял пуçлăхĕнчен малашлăх плансене илтме те кăмăллă пулчĕ: кăçал Кивĕ Ахпỹртре кỹр- шĕ Вăтел ялĕнчи евĕр хăтлă ФАП хута кайĕ, çак ял шкулне тĕпрен юсĕç, Тутар Тимешĕнче те çĕнĕ медицина учрежденийĕ пациентсене, Туçари спорт зал спортсменсене хаваспах йышăнма пуçлĕ...

Тĕп доклада тĕрлĕ специалистсемпе учреждени ертỹçисем пуянлатрĕç, хушрĕç çеç темелле. Çапах та тухса калаçакансенчен ветеринарăн, врач офисĕн, культура учрежденийĕн ертỹçисен сăмахĕсем те залра ларакансене шавласа кайма пулăшмарĕ темелле. Шкул теми, ачасен пуласлăхĕ пирки Туçари вăтам шкул, Анат Туçари шкул-ача сачĕн ертỹçисем вĕренекенсен йышĕ пирки танлаштаруллă цифрăсемпе калаçнă хыççăн ашшĕ-амăшĕ сăмах илмесĕр чăтаймарĕ:

_ Шкул хупăнсан ял пĕтет. Çак шухăша эпĕ пуçласа каламастăп, вăл халăх сăмахлăхĕ. Çавăнпа та ялсенче ача çураласси чакни вăхăтлăх пулăм çеç тесе шутлатăп. Йывăрлăха чăтса ирттерсе ялти çак учреждение малашне те пурăнтармалла,_ хăйĕн шухăшне палăртмасăр чăтаймарĕ Анат Туçари педагог-ветеран.

_ Ку тĕлĕшпе пирĕн правительство та, район администрацийĕ те май пур таран ашшĕ-амăшне тивĕçтерекен услови туса пама тăрăшать. Районта кивĕ шкулсемпе проблема çук мар. Ыйтусене тĕпчетпĕр, хăйĕн професси ăсталăхĕпе туллин усă курса ĕçлекен вĕрентекеншĕн яланах çул уçă пулнă. Малашне те çаплах пулĕ, _ терĕ район администраци пуçлăхĕн пĕремĕш çумĕ Марат Айзатуллов педогогсен темине малалла тăсса. Марат Минсеитовичăн пĕтĕмлетỹ сăмахĕнчи цифрăсене вара залра ларакан никам та кĕтмерĕ-тĕр: статистика кăтартăвĕпе юлашки вунă çулта Туçа ял тăрăхĕнче 325 ача çуралнă, çав вăхăтрах 603 çын вилнĕ!..

Çак кунхинех Çĕнĕ Ахпỹрт ял клубĕнче те пысăк йышпа чăн малтан Валерий Краснов ял тăрăх пуçлăхĕн, поселенинчи кашни учреждени ертỹçисен, специалистсен отчечĕсене итлерĕç. Йĕрки-тĕрки кунта та çакнашкалах иртрĕ темелле. Поселени ĕçĕнче лайăххи те, туса çитерейменни те пур. Залра ларакансем хускатнă чи çивĕч ыйтусенчен пĕри _ ял тăрăхĕнче пушар машини çукки. Тĕрĕссипе унăн кĕлетки, кăшкарĕ пур. Паянхи кун та ларать. Анчах ĕçлеттерсе, юсаса яман. Пушар службине поселени бюджечĕ- пе тытса тăрайманни паллă. Ку ыйтупа ытти чылай поселени те халăхпа пĕр чĕлхе тупса, хăйсенчен укçа пуçтарса çеç лару-тăруран тухать. Район администрацин ятарлă программăсен сектор заведующийĕ Григорий Каллин районти пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнасси пирки калаçу пуçарнă май, шăпах çак проблемăна татса памалли майсемпе те паллаштарчĕ.

Çĕнĕ Ахпỹртсен тепĕр "чирĕ" _ хуçалăхран тухакан çỹп-çапа вăхăтра тирпейлесе вырнаçтарасси. Экологи çулталăкĕнче те кун пирки пухура конкретлă йышăнăва илтме пулмарĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика