03 февраля 2017 г.
Ывăлĕ ашшĕ пек платник ĕçне ăста. Хĕрĕсем вара амăшне хывнă, тĕрре-çĕвве кăмăллаççĕ. Мария Владимировна Кỹкеç поселокĕнче пĕр садикре ачасене илеме туйма вĕрентет. Ольга Владимировна вара Туçа каччипе, Алексей Валерьевич Шашкинпа, çемье çавăрнăскер, ялтах тĕпленнĕ. Вăтам шкулта тăрăшаканскер тĕрлеме те, вĕтĕ шăрçаран эрешсем тума та, жакет-кофтăсем, çекĕлпе тĕрлĕрен япаласем çыхма ăста. Унăн аллисем вылянса çеç тăраççĕ. Пĕчĕк Никитăпа ытларах тăрмашма тивет пулин те виçĕ хĕрне çак асамлă ĕçе хăнăхтарма вăхăт тупать. Маларах аслă хĕрĕ Настя Туçари вăтам шкулта А. Глинкина ертсе пыракан кружока çỹренĕ. Тантăшĕсемпе пĕрле хăйсен аллипе вĕтĕ шăрçаран масмак тата мăй çыххисем эрешлесе тĕрлĕ уява та хутшăннă. Халĕ вăталăх йĕкĕреш хĕрĕсем Викторийăпа Валерия кунта васкаççĕ. Çамрăк пулин те хĕр пĕрчисем чылай конкурссене хутшăнаççĕ. Вĕсем вара районпа республикăра сахал мар иртеççĕ. Ачасем ăсталанă тĕрлĕ калăпăшпа çыхнă мăнкун çăмартисем, куличсем, чăххи-автанĕ тĕлĕнтерет. Тĕрлĕрен шăрçасемпе сулăсене çывăх тăванĕсен мăйĕ-аллисенче те курма пулать.
Нумай пулмасть библиотекăра хĕр ачасем хатĕрленĕ ĕçсен ятарлă куравĕ ĕçлерĕ. Кунта вара тỹммесенчен ăсталанă илемлĕ чечексем, акăшсем, ятуллă тум тăхăннă балеринăсем, пурнăç йывăçĕ- сем, йăлтăрккасем çыпăçтарса илемлетнĕ вĕтĕ пулăллă аквариум тата ытти ĕçсем вырăн тупрĕç. Куракансем унпа паллашнă май çамрăк ăстасен пултаруллăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Йĕкĕрешсем вăхăчĕсене урамра мар, ытларах çак киленỹре ирттерни тỹрех паллă.
Унсăр пуçне хĕр ачасем В. Свинцов ертсе пыракан технологи кружокне çỹреме те ĕлкĕреççĕ. Кунта вĕсем тĕрлĕ-рен ывăссем, хăма татăкĕнчен эрешсем касса кăлараççĕ.
Тĕрлĕ конкурсра палăрса çĕнтерĕве тивĕçнĕ Хисеп хучĕсене йĕкĕрешсем кашнийĕ хăйсен портфолиовĕсенче тирпейлĕн упраççĕ. Вĕренỹре те тăрăшуллă чиперккесем. Хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе Шашкинсем чăннипех те мăнаçланма пултараççĕ.
А. КУЗНЕЦОВА, библиотекарь.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)