Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр тĕллевпе пурăнаççĕ

31 января 2017 г.

Пирĕн енче халăх ытларах сухан-севок, кишĕр, чĕкĕнтĕр туса илессипе ĕçлет. Выльăх-чĕрлĕхне те йышлă усрать. Çав вăхăтрах хăйсен чун киленĕçне ал ĕç тăвас ĕçре тупнисем чылай. Вĕсем тĕрлĕ куравра хăйсен тĕрри-çĕввипе пурне те тĕлĕнтереççĕ. Вăл шутра Галина Мулюкова (ỹкерчĕкре), Елена Рубцова, Акулина Бельдекова тата ыттисем те. Чылайăн вĕсем, илеме пỹс çине куçаракансем тата тĕрлĕ эрешпе илемлетсе салфеткăран пуçласа вырăнçитар таранах çыхакансем.

Учительсен урамĕнчи 5 çуртра пурăнакан тĕлĕнмелле маттур, пултаруллă, ăста, ылтăн алăллă çынсем пирки уйрăммăн каласа хăварас килет. Патшалăх çуртĕн-чи сакăр хваттерлĕскерте тĕп-леннĕскерсем ватти те, вĕтти те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Кунта уйрăмах Лидия Федоровăна, Наталья Углевăна, Ольга Шашкинăна палăртмалла.

Пỹлĕмсене кĕричченхи коридорсенче паян камăн тирпей-илем кĕртмеллине палăртнă хут анчах мар, тĕрлĕрен ỹкерчĕксем, панносем, чечексем çакăнса тăраççĕ.

Халиччен ку евĕрлĕ тĕлĕнтермĕшсене хулари хваттерсенче анчах асăрханăччĕ. Çак ырă пулăм яла таврăнни кашнийĕншĕн кăмăллă. Кун пек çуртра пурăнма çеç мар, кĕрсе тухма та кăмăллă. Çакăнта пурăнакансем хăйсен чун киленĕçĕпе çеç лăпланса лармаççĕ. Пурте пĕрле урама тирпей-илем кĕртме те хутшăнаççĕ. Хăйсен çурчĕ йĕри-тавра ỹсекен йывăçсене пăхса тăма та кар тăраççĕ. Иртнĕ çул пахчасен çумĕпе çăка, яхта йывăççисем лартса хăварчĕç. "Хамăршăн, ачасемшĕн тăрăшатпăр. Экологи çулталăкĕнче вĕсем пурте тымар ярса йăл илччĕр", _ теççĕ пĕрлехи ĕçе хутшăнакансем пĕр саслăн пулса.

Ку çуртра çамрăксем те пурăнаççĕ. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçлес туртăм вĕсенче çăл куç пек тапса тăрать. Елена Краснова çулĕпе чи асли. Вăл пурне те пулăшса, вĕрентсе пырать. Пушă вăхăтра çурт умне тухса ларсан Елинкка аппа çамрăксене хăйĕн яшлăхĕ çинчен каласа парать. Ĕмĕрне "Гвардеец" хуçалăх ĕне ферминче дояркăра ĕçлесе ирттернĕскер, вăл вăхăтри пурнăçа ырăпа аса илет. Хир чиккине вырнаçнă вăхăтлăх ĕне фермине ятарлă машинăпа пурте юрласа кайнине, автотранспорт тивĕçмен чухне ăмăртмалла велосипедсемпе çỹ- ренине ăшшăн аса илет. Хальхи çамрăк ăрушăн ку чăннипех те лайăх урок. Ачасем ăна тимлесе итлеççĕ. "Пурте пухăнса ларсан, çемье пуçтарăннă пекех туйăнать, вĕсемпе чухне хама çамрăкланса кайнă пекех туятăп", _ тет Елена Никитична.

А. КУЗНЕЦОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика