31 января 2017 г.
Хаçатăн иртнĕ номерĕнче çеç хисеплĕ вулаканăмăрсене пластик чỹречене "йĕркене кĕртсе" çỹрекен мошенниксем пирки асăрхаттарнăччĕ. Халĕ акă тата юлашки вăхăтра ялсенче час-часах курăнма пуçланă чикан майрисем пирки "чан" çапмалли сăлтав сиксе тухрĕ.
Иртнĕ эрнере Пăлаккассинче пурăнакан пĕр ватă кинемей вĕсенчен чăнласах та куç умĕнчех шар курса юлнă. Çакскер сăмах улăштаркалама тесе кỹршĕ карчăкĕ патне каçса ларнă. Нумаях тăмасса шанса ватă çын пỹрт алăкне çеç мар, хапха алăкне те питĕрмен. Ара, ку таранччен пĕрре мар çапла çỹренĕ-çке... Çак вăхăтра шăпах чикан майри вĕсем патне кĕнĕ те, килте никам та çуккипе усă курса, стена çинче çакăнса тăракан кавире вăшăл-вашăл илнĕ те тĕркем туса урамалла тухнă. Юмăç яма çеç мар, вăрлама-суйма хăнăхнă цыганка хирĕç кĕрекен кинемее курсан çухалса кайман, хул хушшинчи "сутлăх" кавирне йỹнĕпех туянма сĕннĕ. Карчамас хăйĕн те ун пек илемсем пỹрт туллиех çакăнса тăнине каланă та пăрăнса утнă. Унсăрăн вĕсем тата куçа кĕрсе мĕн те пулин ыйтма пултараççĕ-çке! Ватă çын тĕпелелле иртет те пĕр енчи пушă стенана курах каять! Ак, хайхи сутлăх кавир вырăнă пуш-пушах! Лешĕн вара юр çинче ура йĕрĕсем çеç юлнă...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)