Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ Ахпỹрт ялĕ миçе çулта?

24 января 2017 г.

ХХ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Тури Туçа ял советне кĕрекен ялсен пуçламăшĕнче вĕсем хăçан пуçланса кайнине çырса хунисем пурччĕ. Кивĕ Ахпỹртре: "Кивĕ Ахпỹрт ялĕ 1634 çулта пуçланса кайнă" тенĕччĕ. Каярахпа "Пионер сасси" хаçатра, 1988 çулхи раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче тухнă 101-мĕш тата раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче тухнă 102-мĕш номерсенче "Аслă хирте аслă Ахпỹрт" статйинче: "Çак яла пуçарса яраканĕсенчен пĕри Матак Мангесев пулнă" тесе пĕлтернĕччĕ. Анчах та пире Матак Мангесев киличчен кунта çынсем пурăннă тенĕ йĕркесем шухăша ячĕç. Хăçан пуçланса кайма пултарнă-ха пирĕн ял?

Эпир архивсенче хурав шырама пуçăнтăмăр. Пирĕн умра В. Д. Дмитриев çырнă "Чувашия в эпоху капитализма" кĕнекере: "Матак Мангесев жил в волости Красный Яр Галицкой дороги Казанского уезда. Он был безъясачым чувашом, то есть тарханом или князем. В 1625 году подал Казанским воеводам С. В. Головину и другим челобитную, в которой просит выделить ему пустощи земли за Волгою рекою по Алатырской дороге по реке Була, между реками Шурпут и Хирширма. В своем прошении он обещал "к себе прибрать товарищев". 1625 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Матак Мангесева грамота панă. Çакăнта çапла çырнă йĕркесем пур: "Ему разрешали жить и обустроиться на пустующих землях, пашню пахать и сено косить с условием несения тягла на пол - ясака". Вĕсем эпир халь пурăнакан вырăнсенче, Пăла шывĕн сулахай енче ял пуçарса яраççĕ. Чи малтан кунта 5 çемье килсе вырнаçать: Канаш районĕнчи Ахпỹрт ялĕнчен виçĕ тата Красноярск вулăсĕнчен икĕ çемье. Канаш районĕнчен Еливан, Салма тата Ахмача, Красноярск вулăсĕнчен Матак Мангесевпа Курманаев çемйисем куçса килнĕ. Пирĕн шутпа, Матак Мангесевăн çемйисем маларахăн пирĕн енченех Хусан уездне куçса кайнă. Мĕншĕн тесен çар çыннисем патне çырнă хутра пирĕн вырăнсене питĕ лайăх пĕлни курăнать. Ăна ашшĕ, мăн аслашĕсем каласа хăварнă пулас.

Яла пуçаракансем 5 çемье пулни çинчен 1906 çулта Григорий Кокеле ялти ватăсем каласа панă. Григорий вăл вăхăтра Хусан хулинче вĕренекен студент пулнă. Вĕсем ялта икĕ пысăк кỹлĕ пурри çинчен те асăнса хă- варнă: Шăши кỹлли, Тĕпсĕр кỹлĕ.

Каярахпа кунта Сеприхав çемйи тата унпа пĕрле 12 çемье куçса килнĕ теççĕ. Эпир тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, Сеприхав Еливанăн ачи.

Матак Мангесев яла пуçарса яраканни пулнăран малтан "Матаки" ят параççĕ. Анчах ăна хирĕçлекенсем тупăннă. Вăл вĕсемпе тавлашса тăман. Пирĕн вырăнтан тухса каять те Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕн- чи Матак ялне пуçарса ярать.

Матак Мангесев кунти вырăнсенчен куçса кайсан Курманаево параççĕ. Ку ят та нумаях пурăнмасть. Курманаев пирĕн тăрăхран Тутар Республикине çул тытать, Курманаево ятлă ял йĕркелет. Унта халĕ Курманаев ячĕпе çыхăннисем нумай.

1634 çулта пирĕн ял Ахпỹрт ят илет. Мĕншĕн тесен ялта пурăнакансем пурте тенĕ пекех ĕлĕкхи Ахпỹрт ялĕнчен тухнă.

"Пионер сасси" хаçатра пичетленнĕ статьяра Канаш районĕнчи Ахпюрт ялĕ 1360-1400 çулсенче пуçланса кайма пултарнине çырнăччĕ. Ял историйĕпе кăсăкланнă тата историне тĕплĕнрех пĕлес тенĕ май 1999 çулта Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ахпỹрте виçĕ хутчен те кайса килтĕм. Çакăнта пурăнакан Яков Степанович Цаплин мана акă мĕн каласа пачĕ: "Пирĕн ял кăнтăрти Ахпюртрен кунта куçса килнĕ теççĕ. Çакăн çинчен мана мăн асаттесемех каласа панă". Вăл вăхăтра Ахпюрт Пăла шывĕн сулахай енче вырнаçнă-мĕн. Анла пулсан Ахпюрт ялĕ 1400 çулчченех пулнă пирĕн вырăнсенче.

Ялти ватăсемпе калаçнă вăхăтра Филипп Прокопьевич Федоров ваттисем кунти вырăна иккĕмĕш хут пурăнма килнине те каларĕ.

Çỹлерех çырнă йĕркесемпе Филипп Прокопьевич каласа панисене танлаштарса пăхсан вĕсем хушшинче тачă çыхăну пурри палăрать. 1400 çулччен Ахпюрт ялĕ Пăла шывĕн сулахай енче вырнаçнă пулнă. Унта пурăнакансем вăл вăхăтри тулли пурнăçпа пурăннă. Апла пулсан хăçан пуçланса кайма пултарнă-ха пирĕн ял? Тепĕр хут шырав ĕçне пуçăнтăмăр.

Интернетпа шыранă вăхăтра Г. Белорыбкин çырнă "Западное Поволжье в средние века" кĕнекинче тупрăмăр. Унта Çĕнĕ Ахпỹрт X-XI ĕмĕрсенче йĕркеленме пултарнă тесе çырнине тупрăмăр. Г. Белорыбкинпа интернет урлă çыхăнтăмăр та çакна ăçтан пĕлнипе интереслентĕмĕр. Вăл археологсен тĕпчевĕсемпе усă курнине асăнчĕ. Ял ятне çав вăхăтра унта вырнаçнă ял ячĕпе çыхăнтарса хăварнине каларĕ.

Чăнахах та, пирĕн енче археологсем 1956, 1959 тата 1985, 1986 çулсенче ĕçленĕ.

1985 тата 1986 çулсенче вĕсем Ахпỹртсем Канаш районĕнчен куçса килсен йĕркеленĕ масара тĕпченĕ. Вăл 1600-1650 çулсенче йĕркеленсе кайма пултарнă тесе пĕтĕмлетнĕ. Çакă 1625-1626 çулсенче Матак Мангесев яла пуçарса янине çирĕплетсе парать.

Геннадий Николаевич Белорыбкин çырса панă çĕнĕлĕхсем Ахпỹрт ялĕ Х-мĕш ĕмĕрсенчех пуçланса кайма пултарнине пĕлтерет.

Г. А. Федоров-Давыдов çырнă "Курганы, идолы, монеты" текен кĕнекепе те паллашрăмăр. Унта "В мае 1959 г. отряд Поволжской археологической экспедиции АН СССР направился в Волжскую Болгарию, чтобы закончить раскопки одного из археологических памятников, расположенного на Юге Чувашской Республики, близ деревни Тигашево. Впервые Поволжская экспедиция побывала здесь три года назад 1956 г. Они работали здесь в течение двух лет и многое прояснилось. А именно: "Древнее святилище на Тигашевском городище имеет весьма характерную историю. В Х в. (может быть, XI ) оно было уничтожено".

А. САЛМИН, А. ПАВЛОВА (Салмина)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика