17 января 2017 г.
Самана пĕртте пĕр вырăнта тăмасть. Эпир те 70, 80, 90 çулсенче пурăннисем, пурнăçăн тĕрлĕ енне куртăмăр, тĕлĕнтĕмĕр. Паянхи кунпа савăнатпăр. Пĕчĕк юхан шывсем пĕрлешсе аслă юппе пуçтарăннă пекех район, республика, çĕршыв аталанăвне туятпăр, куçпа курса ĕненетпĕр. Тĕслĕхсемпе те çирĕплетме пулать.
Ял хуçалăхĕнче чарăнса тăрар. 60-70 çул каялла пĕр гектартан 6-8 центнер тĕш-тырă илнĕ пулсан, халĕ 40-50 центнер пирки калаçатпăр. Ытти культурăсемпе те çавах. Сĕт суса илессипе кашни ĕнерен 5 пин килограмм урлă каçса 6 пин патнелле капашатпăр. Аш-какай туса илесси те вĕçĕмсĕр ỹсет. Ял сăн-сăпатне илер тата. Икĕ, виçĕ хутлă çуртсем çĕклене пуçларĕç вĕт. Шкул, больница, клубсем капашсăр хăтлă керменсем пулса тăчĕç. Кам шутланă Сăкăтра, Тутар Сăкă- тĕнче, Патăрьелĕнче, Шăнкăртамра тата ытти ялсенче те çакăн пек вĕренỹ çурчĕсем ỹс-се ларасса.
Çулсем çинчен сăмах пуçарар. Кашни ялах асфальт çитет. Хураматварсемпе Упамсасем, Кĕçĕн Чеменсемпе Ульяновкăсем, Кивĕ Катексемпе Татмăшсем, Кзыл Чишмасем, Еншиксем çутта тухрĕç. Паянхи кун вĕсене автобуссем çỹреççĕ, пассажирсене кирлĕ çĕре илсе çитереççĕ. Çакă мар-и ĕнтĕ çĕнĕ саманан пурнăç варкăшĕ, унăн çитĕнĕвĕ, пуласлăхĕпе ырлăхĕ!
Илсе пăхар тата интеллигенци шайне. Вĕрентекенсен вĕренекенĕсем халĕ Шупашкарпа кăна çырлахмаççĕ, Мускав, Питĕр, Хусан, ытти пысăк хуласен студенчĕсем. Вĕренсе тухнисем хушшинче мĕн чухлĕ ăсчахсем тата! Культура пайĕнче ĕçлекенсемпе юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхне Мускав, Питĕр шайĕнчех кăтартма пултарчĕç. Çакă мар-и район аталанăвĕ, çитĕнĕвĕ!
А. ФРОЛОВ. Туçа ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)