Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кино тата Ĕç çынни çулталăкне пĕтĕмлетрĕç

27 декабря 2016 г.

 Кивĕ Ахпỹртри культура çуртĕнче Раççейри Кино тата Чăваш Енри Ĕç çынни çулталăкне пĕтĕмлетрĕç, Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне уçрĕç.

Мероприятие курма пынисем фойере йĕркеленĕ куравсемпе те туллин паллашма пултарчĕç. Туçари вăтам шкулта вĕрентекен В. Свинцовăн архивĕнчи кивĕ фотоаппаратсемпе видеокамерăсем нумайăшне кăсăклантарчĕç. Вăтаелĕнчи В. Яковлева, Кивĕ Ахпỹртри А. Арланова, Туçари К. Ов- чинникова ĕçĕсем _ тĕрĕсемпе вĕтĕ шăрçаран ăсталанă япаласем _ тимлĕхсĕр юлмарĕç. Рожкирен, пĕр хут усă курмалли вилкăсенчен, мамăкран... хатĕрленĕ чăрăшсем те куçа илĕртрĕç.

Уява район администраци пуçлăхĕн çумĕ, социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Айзатуллов уçрĕ. Вăл пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ, район умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама пулăшнăшăн тав турĕ. Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче йĕркелекен мероприятисенче те пĕрле килĕш- терсе ĕçлессе шаннине палăртрĕ. Çавăн пекех хамăра чун панă çынсене хисеплесси, аслисемпе çураçура пурăнасси тата та лайăхланасса шаннине пĕлтерчĕ.

Тĕрлĕ ялтан килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем юрланине те, ташланине те пăхса ларма питĕ кăмăллă пулчĕ. Куракансем кашни артиста тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика