16 декабря 2016 г.
Пăлакассинчи клубра тĕрлĕ мероприяти йĕркелесех тăраççĕ. Нумай пулмасть кунта 1-4 класра вĕренекенсем хушшинче "Пĕчĕк мисс-2016" конкурс иртрĕ. Унта 7-10 çулти тăватă хĕрача хутшăнчĕ. Вĕсем клуб ертỹçи М. Михайлова ертсе пынипе пултарулăхĕсемпе туллин паллаштарчĕç. Малтанах хăйсем пирки каласа пачĕç: мĕн ятлă, ăçта çуралнă... Кĕл пике вырăнĕнче те пулчĕç _ хутăштарнă кĕрпесене уйăрчĕç. Пĕчĕк чиперуксем ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе хаçатран, çỹп-çап хумалли çатăрка хутаçран ăсталанă "кĕписене" кăтартнă чухне курма пынисем тĕлĕнсе пăхса ларчĕç. Çĕнĕ çула шкулта е культра çуртĕн-че паллă тунă чухне тăхăнаканнисенчен нимпе те кая мар.
Бал кĕписене тăхăннă хĕрачасем вальс ташлама тухсан пурин чĕринче те хумхану, тунсăх çуралчĕ. Кашнийĕн çак ачасем вырăнĕнче тепĕр хут пулса курас килчĕ.
Конкурс питĕ интереслĕ иртрĕ. Жюри членĕсене кĕçĕн класра вĕренекенсене хаклама пĕрре те çăмăл пулмарĕ, çавна май кашнийĕ валли номинацисем хатĕрлерĕç. Ангелина Осипова _ "Мисс Кулă", Ольга Рубцова _ "Мисс Илĕртỹлĕх", Анна Павлова "Вице Мисс", Кристина Мартышкина "Пĕчĕк Мисс-2016" ятсене тата парнесене тивĕçрĕç.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)