Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăсем янăрарĕç чуна хумхатса

16 декабря 2016 г.

 Çыннăн чун-хавалĕ çĕкленнĕ самантра сăвă çырăнать, вуланать _ поэзи тĕнчи вăранать. Патăрьел тăрăхĕнче республикипе, çĕр-шывĕпе, тĕнчипе паллă çыравçăсем чылай. Вĕсенчен пĕри _ Марина Карягина. Çыравçа, тележурналиста сума суса Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта сăвăç чун-чĕреллĕ шкул ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕсем "Марина Карягина вулавĕсем" конкурса пуçтарăнчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçалхипе саккăрмĕш хут иртет вăл. Марина Федоровнăпа пĕрлех Шупашкартан сумлă хăнасем те килчĕç: Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕ Е. Чекушкина (Елена Нарпи), хамăр ентеш, паллă сăвăç Альбина Юрату.

Конкурс пуçланиччен тĕрлĕ шкултан килнĕ ачасемпе вĕрентекенсем шкулпа, музейпа, кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Хăнасене хỹхĕм хĕрачасемпе сатур арçын ачасем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.

Мероприятие чыслă лару-тăрура чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М. Табакова уçрĕ, ертсе пычĕ. Уява пухăннисене шкул директорĕ А. Логунов саламларĕ. Районти вĕрентỹ управленийĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Е. Перепелкина конкурса вĕренекенсемпе вĕрентекенсем чăтăмсăррăн кĕтнине, унта хаваспах хутшăннине каларĕ.

Марина Федоровна тăван шкулта ирттернĕ çулсене аса илчĕ. Уява пухăннисем поэтессăн биографийĕпе пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ презентаци пăхрĕç. Иртнĕ çулсенчи конкурс саманчĕсене видеопа курчĕç. С. Сурков музыкант хатĕр-ленĕ ачасен концертне пăхса савăнчĕç.

Конкурса 16 шкултан 40 ытла ача хутшăнчĕ. Кĕçĕннисем хушшинче вырăнти шкулта 4 класра вĕренекен А. Антипова çĕнтерỹçĕ пулчĕ. 5-7 классенчен мала К. Кошкинăпа М. Галкин (Патăрь-елĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенче вĕренекенсем) тухрĕç. 8-9 классенче вĕренекенсенчен чи маттурри вара _ Туçари вăтам шкулти В. Николаева.

Çĕнтерỹçĕсене Хисеп хучĕсемпе, автор кĕнекисемпе чысларĕç. Конкурса хутшăннă кашни ача çыравçăран автограф илчĕ.

М. ИЛЬИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика