29 ноября 2016 г.
Районти Мăшăрлану керменĕнче Аннесен кунне халалланă уяв иртрĕ. Унта 60, 55, 50 çул пĕрле пурăннă мăшăрсене сумлă лару-тăрура чысларĕç. Вĕсене район администраци пуçлăхĕн çумĕ, социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем хушшинчи хутшăну пайĕн начальникĕ М. Айзатуллов, Пăлапуç Пашьел, Ыхра Çырми, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕсем В. Никитин, Ф. Алиуллов, М. Валитов тата Туçа ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ А. Маль- цева, тăванĕсемпе çывăх çыннисем саламларĕç.
Ултă теçетке çул _ шăпах çакăн чухлĕ пĕрле пурăнаççĕ Шăнкăртамри Кучатовсем. Минтагир Минигалиевичпа Сания Салаховна иккĕшĕ те Шăнкăртамра çуралнă. Мăшăр 3 ывăлпа 2 хĕр çуратса ỹстернĕ. Паян вĕсем 13 мăнукпа тата 11 кĕçĕн мăнукпа савăнаççĕ.
Ыхра Çырминчи Зейнетдиновсенчен те çамрăксен тĕслĕх илмелли пур. Арифулла Хаялиевичпа Меневер Келимулловна пĕр сукмакпа утма пуçăнни октябрĕн 21-мĕшĕнче 55 çул çитнĕ. Вĕсен хури-шуррине те самаях тỹсме тивнĕ, апла пулин те йывăрлăхсене çĕнтерсе çемье вучахне упранă. Мăшăр тăватă ывăл çитĕнтернĕ, пурте аслă пĕлỹллĕ. Зейнетдиновсем 6 мăнукĕшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.
Пăлапуç Пашьелĕнчи Иван Ивановичпа Ольга Игнатьевна Храмовсен çемйи пирки те ялта ырăпа çеç калаçаççĕ. Вĕсем те пĕр-пĕрне венчет çĕрри тăхăнтартни 55 çул. Мăшăр тивĕçлĕ канура пулин те алă усса ларма юратмасть. Храмовсем вĕлле хурчĕ тытаççĕ, хуçалăхри ĕçсене пурнăçлаççĕ.
"Пурнăçра пĕр-пĕрне ăнланса пурăнсан çулсем иртни сисĕнмест. 50 çул пĕрле пурăнатпăр. Икĕ ывăлпа тăватă хĕре кун çути парнелерĕмĕр", _ теççĕ хĕпĕртесе Туçари Геннадий Яковлевичпа Галина Васильевна Овчинниковсем. Паян вĕсем 10 мăнукĕпе савăнаççĕ.
Сумлă юбилярсене район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Н. Емелина та ăшшăн саламларĕ, малашне те килĕштерсе пурăнма сунчĕ.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)