15 ноября 2016 г.
Пирĕн районта Канаш район делегацийĕ пулчĕ. Çул çỹрев тĕллевĕ _ район ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси. Хăнасене малтанах Р. Санзяпов хресчен фермер хуçалăхĕнче кĕтсе илчĕç. Район Пухăвĕн депутачĕ Решит Шейхуллович сменăра 3 тонна аш-какай тирпейлекен цех ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Объекта октябрĕн 29-мĕшĕнче уçнă.
Паянхи кун кунта 9 çын ĕçлет. Сăмах май çакна та каламалла, цех ĕçĕ-хĕлĕ пирки эрнекун "Россия-1" телеканалпа эфира тухнă "Алран кайми" передачăра та пăхма май пулчĕ.
Р. Санзяпов 2014 çулта çемье выльăх-чĕрлĕх фермине аталантарас тĕлĕшпе конкурса хутшăнса грант çĕнсе илнĕччĕ. Çакăнтан кайнă вара малаллахи ĕç. Тăрăшни сая кайман. Паянхи куна выльăх-чĕрлĕх пусакан 6 цех ĕçлет. Малашлăхра тата иккĕшне хута ярасшăн.
Анат Туçара "Климат-контрольпе" ĕçлекен В. Кузнецов фермерăн пахча-çимĕç хранилищи те курса тĕлĕнмелĕх пур.
Район администраци пуçлăхĕн çумĕ Л. Кузнецов районта юлашки çулсенче тунă управсемпе паллаштарчĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе фермерсем хутшăннă тĕл пулура ял хуçалăхĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарас ыйту та çĕкленчĕ.
Юлашкинчен "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче икĕ район делегацийĕ волейболла вылярĕ.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)