Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалла вĕренни чул çинче

11 ноября 2016 г.

"Республика умĕнчи тĕллевсене пурнăçлама пирĕн Чăваш Ен аталанăвне хастар хутшăнма пултаракан ăрăва пăхса çитĕнтермелле. Ачасене чăн-чăн патриот пулма, пурнăçри улшăнман хаклăхсене ăша хывма, тăван ен йăли-йĕркине юратма тата хисеплеме вĕрентсе ỹстерни пысăк пĕлтерĕшлĕ", тенĕччĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев. Çамрăк ăрăва пăхса ỹстересси вара ача садĕнченех пуçланать. Воспитани никĕсĕ те çавăнтах хурăнать. Ачасене кунта аслисене хисеплеме, тăван тавралăха сăнама, çĕршыва юратма... хăнăхтарма тăрăшатпăр.

Кивĕ Ахпỹртри ача садĕнчи аслă ушкăна 15ĕн çỹреççĕ. Вĕсем патне çак кунсенче "кĕркунне" хăнана килчĕ. Кĕрхи уява тăрăшсах хатĕрленчĕç хĕр ачасемпе арçын ачасем. Златăпа Влада Мальцевăсем юрра-ташша, Даша Рыбкина сăвă вулама, Ангелина Федорова алă ĕçĕ тума маçтăр. Ыттисем вăйăсемпе конкурссенче палăрчĕç, тупмалли юмахсене пĕлчĕç. Уçăлма тухсан ачасем тавралăха сăнарĕç.

Куçпа кашни еннелле сăнаса пăхсанах мĕн те пулин çĕннине, асра юлмаллине курма пулать. Ачасемпе шăпах çавăн çинчен калаçу ирттерме тăрăшатпăр та. Кайăк вĕçсе кайни те, çĕр çинче ăман шуни те пĕлтерĕшлĕ вĕсемшĕн. Урамра пуçарнă калаçу садике кĕрсен малалла тăсăлать.

Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутă, теççĕ. Ку чăнах та çапла ĕнтĕ. Коллектив пысăках мар пирĕн. Ĕçченсем пысăк ĕç стажлă пулни савăнтарать. Е. Мулюкова, С. Логунова воспитательницăсем, В. Салмина кĕçĕн воспитательница, А. Рыбкина воспитательница пулăшуçи, С. Сурков музыкант, М. Табакова медсестра, В. Острякова повар, Н. Андреева япала çăвакан, В. Каргин завхоз миçе выпуск кăларнине шутласа та пĕтереймĕн. И. Думилина çеç çамрăк. Вăл аслисенчен вĕренет. Хăйĕн те ыттисене памалăх ăсталăхĕ çитет.

Ушкăнсенче тĕрлĕ çулхи ачасем пирĕн. Çавах кашнийĕшĕнпе тенĕ пекех уйрăмшарăн та ĕçлеме тăрăшатпăр. Акă аслăраххисене шкула кайма хатĕрлетпĕр. Вĕсем çырма, вулама, шутлама хăнăхаççĕ. Кĕнекепе туслаштарас тĕллевпе шкул, ял библиотекисене çỹретпĕр. Ăс-тăна аталантармалли, ỹт-пĕве çирĕп- летмелли, тавра курăма ỹстермелли, музыкăна хăнăхтармалли, вăйă урлă воспитани памалли занятисем тăтăшах ирттеретпĕр.

Ачасене ỹсĕм çулĕпе ăс тата воспитани памаллине тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Садике çỹрекен кашнийĕшĕ кунтан мĕн илме пултарнине вăхăтра илсе пытăр тетпĕр.

В. ТАБАКОВА, Ишлĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика