11 ноября 2016 г.
Кĕрлĕ-çурлă çанталăкра ачасем урамра ытларах пулсан йĕпенсе пĕтеççĕ. Шăнса пăсăласси те аякра мар. Çавна шута илсе Анат Туçари шкул-ача садне çỹрекенсем каникулăн кашни кунне ушкăнпа, усăллă ирттерме тăрăшрĕç. Кунта ĕçлекенсем çитĕнекен ăрăвăн тавракурăмне анлăлатас, творчествăри ăсталăхне ỹстерес тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç.
Чук уйăхĕн вĕçĕнче аннесен уявĕ çывхарать. Чи çывăх çынсене халалланă сăвăсене вĕренчĕç ачасем. Аннесене савăнтаракан юрăсене суйларĕç.
Кашнийĕшĕн юратнă юмахĕ пур. Унти сăнарсене те ас тăваççĕ ачасем. Ку хутĕнче вара вĕсене ỹкерсе кăтартрĕç. Конкурсра А. Крысов, Д. Горшков, М. Беззубов малти вырăнсене йышăнчĕç.
Музыка çеммипе хусканусем туни те çитĕнекен ачашăн вырăнлă. Л. Маркова вĕрентекен ертсе пынипе хĕр ачасемпе арçын ачасем эстрада ташши вĕренчĕç. Е. Углева учительница Халăх пĕрлĕхĕн уявĕпе паллаштарса презентаци кăтартрĕ.
Мĕн чухлĕ çĕнĕ вăй-хăват пухрĕç ачасем. Халĕ вĕсем тăрăшсах пĕлỹ тĕнчине ăнтăлчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)