11 ноября 2016 г.
Туçа ял тăрăхĕнче хỹхĕм те чипер хĕрсем пурăнаççĕ. Вĕсем юрлама-ташлама та, ал ĕç тума та ăста иккен. Çакă Кивĕ Ахпỹрти культура çуртĕнче ирттернĕ "Чăваш пики - 2016" конкурсра питĕ лайăх палăрчĕ. Пукане пек хитре 6 пике хутшăнчĕ унта. Вĕсем чи малтанах хăйсемпе, малашлăхри тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç. Унтан ĕлĕкхи чăваш тумĕсем, йăли-йĕр- ки пирки каласа пачĕç. Наци костюмĕпе сцена çине тухрĕç тата ытти те.
Çамрăк чиперуксенчен чи маттурине суйлама тỹресене пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн "Чăваш пики" номинацие Кивĕ Ахпỹрт хĕрĕ Кристина Козлова тивĕçрĕ. Стелла Курицына _ "Пултаруллă пике", Валерия Николаева _ "Çепĕç пике", Мария Митрофанова _ "Илĕртỹллĕ пике", Валентина Павлова _ "Сăпайлă пике", Виктория Николаева "Хỹхĕм пике" ятсене илчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)