25 октября 2016 г.
Кĕрхи ăмăр çанталăка пăхмасăрах хуларан канмалли куна килнĕ ывăлĕн çемйине урамах ăсатма тухрĕ Анат Туçари А. Суркова. Малтан Катюшăна тепĕр хут тытса ыталарĕ. Унтан Настьăна çупăрларĕ. Асли асламăшĕнчен хăпасшăн та мар. Сăлтавĕ те пур. Мăнукĕ ялта ỹссе çитĕнчĕ мар-и.
Çуртран харăсах тăваттăн тухса кайнă хыççăн пỹрт пушанчĕ. Тунсăх пусрĕ.
Анне чĕри. Хамăр çак куна çитмесĕр вырăна хума пĕлместпĕр пулмалла ăна. Алевтина Валерьевнан амăшĕ те ялтах пурăнать пулин те ерçеймен вăхăтсенче ун патне кĕрсе тухманни те пулать.
Кĕрхи кунсем кĕске те каçĕ вăрăм. Пахча ĕçĕсене тирпейленĕ-ха. Унта çитĕнтернĕ çимĕçе хуралтă айне кĕртнĕ. Анчах хĕл сивви çитиччен кăштăртатмалли пурах. Çемье ытларах севок çитĕнтерессипе ĕçлет. Ăна хĕл каçма хунă. Малашне ăшă пỹртре тутлă çимĕç пĕçерсе çиесси çеç юлать. Паян çула тухакан ывăлĕсене те Аля çемçе кукăльсемпе сăйларĕ. Вĕсене тĕрлĕрен пĕçерчĕ. Пĕри какайпа купăстанне кăмăллать. Тепри çĕрулминне ытларах юратать. Пицца пĕçерме те хатĕр-хĕтĕрĕ пур. Пахчара помидор ăнса çитĕннĕччĕ. Кăçал кăмпа çулĕ те пулчĕ тата. Çавапа çулмалăх та пур теççĕ. Хĕл каçма мĕн кирлине пурне те хатĕрленĕ çемье. Çĕр улми, кишĕр, сухан, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, чеснок... тĕп сакай тулли.
Çĕр ĕçĕ йыша юратать. Сурковсем кирек хăш ана çине те ушкăнпа тухаççĕ. Хулара пурăнакан ывăлĕсем канмалли отпусксене кирлĕ вăхăтра илеççĕ. Шăматкунпа вырсарникунсенче те ялта. Çавăнпа çĕрпе ĕçлеме ỹркенмеççĕ те ĕнтĕ.
Тĕп ĕçĕсем те пур мăшăрăн. Сергей Васильевич _ музыкант. Вăл Анат Туçари, Кивĕ Ахпỹртри ача сачĕсенче, шкулта вăй хурать. Кĕçĕннисемпе ирсерен музыка занятийĕсем ирттерет. Мĕнле кăна уява хатĕрленмеççĕ вĕсем! Тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ. Вĕсенче малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.
Аля вара _ повар. Вăл та _ шкул системинчех. Вĕри плита умне тăнăранпа виççĕмĕш чĕ- рĕке вакларĕ. 10 класс хыççăн ял хĕрĕ кулинари техникумĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн тỹрех ĕçе кỹлĕннĕ. Малтанласа общепит системинчи ялти столовăйра кирлĕ хăнăхусем илнĕ. Вара садике куçнă. Шкулпа ача сачĕ пĕр тăрă айĕнче чухне унти кухньăна кĕнĕ.
_ Паян хĕрĕхе яхăн ача валли çеç пĕçеретĕп. Вăхăтĕнче йыш кунтан икĕ, виçĕ хут е ытларах та пулнă. Кашни ушкăн валли уйрăм кастрюль кирлĕ. Пуçласа садике килекенсемпе тăваттăмĕш классем валли пĕр меню тăваймастăн ĕнтĕ. Аслăраххисем мĕн пĕçермеллине хăйсем сĕнме пăхаççĕ. Паян вĕсене валли флотсен макаронĕпе винегрет хатĕрлерĕм. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр сывлăхшăн усăллă, теççĕ. Килĕрен ỹстеретпĕр пулин те ятарласа пĕçерсе çиме ỹркенетпĕр-ха ăна. Кунта çийĕнет,_ тет менюпа паллаштарса аслă повар А. Суркова.
Кĕçĕннисем валли те, аслисем валли те кунне икшер вĕри апат хатĕрлет Алевтина Валерьевна.Ачасем вĕсене кăмăлласа çиеççĕ. Вĕретсе сивĕтнĕ шыв коридортах ларать. Савăтпа çуса хунă панулми те. Пахчаран татнăскер вăл.
_ Апата техĕмлĕ пĕçерме ăста А. Суркова. Шăрши те сăмсана çурать. Çавăнпа та ачасем савăт çине хăварасси çук, _ тет Л. Сорокина воспитатель.
Тутă кĕртмелли çимĕçсене те пахчарах çитĕнтереççĕ кунта. Вĕсене хĕл валли типĕтсе хураççĕ.
Кулленхи ĕç кунĕ ыттисенчен маларах пуçланать поварăн. Яшкине те нумайрах сиктерсе вĕретмелле. Пăттин те сарăлмалла. Унсăрăн тутлă пулмастех. Çаксене асра тытать А. Суркова. Çавăнпа хисеплеççĕ ăна шкул-садик-ре.
Çемьере савнă мăшăр, юратнă анне вăл. Сергей Васильевичпа пĕрлешнĕренпе 30 çул çитет. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Иккĕшĕ те тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ. Дима авланнă.
Юрра-ташша ăста Сурков- сем. Унчченрех пĕр концерт та вĕсемсĕр иртместчĕ. Аля вара анне çинчен хунă юрăсене куççуль кăлармалла шăрантаратчĕ. Шел, ашшĕ пурнăçран иртерех уйрăлни кулянтарать ăна. Çуммăн ларса калаçма амăшĕ пурри çеç вăй-хăват парса тăрать.
Виççĕн пĕр варта ỹснĕ Галя, Славик, Аля. Виççĕшĕ виçĕ вырăна тĕпленнĕ. Аппăшĕ Мус- кавра пурăнать. Славикăн та килме çулĕ çывăхах мар. Ачисем килмеççĕ-ши тесе сахал мар инçе çул çине тинкерет амăшĕ. Тăтăшрах çỹрекенни вара Аля. Хăй те анне, асанне пулнăран Любовь Николаевна ачисемшĕн мĕн тери тунсăхланине сисетех.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)