Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂМĂЛĕПЕ ЫНАТЛĂ, ĕМĕЧĕПЕ çУНАТЛĂ

07 октября 2016 г.

 Районта тухса тăракан «Авангард» хаçатăн кашни номерне тĕплĕн шĕкĕлчекен вулаканăмăр паянхи номерти вĕр çĕнĕ рубрикăна асăрхарĕ-тăр. Вăтăр çул ытла журналист тивĕçне пурнăçласа Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 56 ял йĕри-тавра нумай-нумай хут çаврăнма тỹр килчĕ пулин те, манăн пуçра çак рубрика халь çеç пиçсе çитрĕ: «Тĕлĕнмелле çын!»

Ĕçчен те пултаруллă, пархатарлă кун-çул утса тухнă паттăр çинчен эпир ку таранччен те нумай йĕрке шăрçаланă-ха. Çапах та хамăр хаçатра çутатакан кашни статья пуçламăшне çак икĕ сăмах çаврăнăшĕнчен тăракан хаçат паллине лартса яраймăн. Тури Туçа хастарĕ, ку таранччен те пирĕн хаçат страницине сахал мар ырă енĕпе çакланнă ĕç ветеранĕ, халăх академикĕ, тава тивĕçлĕ экономист, нумай-нумай чыслă та сумлă Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ ентеш, халĕ тата Чăваш халăх академийĕн А. П. Айдак ячĕллĕ «За службу народу» орден кавалерĕ Валерий Иванович Салмин пирки пуçласа çак сăмахсене калани ытлашши пулмĕ. Çирĕп шухăшăм çак кунсенче тăван çурчĕ таврашĕнчи пĕчĕк пỹртĕнче ăс-хакăла аталантармалли, хăй калашле, çĕр çинчен çут тĕнчене пăхакансене валли ятарласа «Архив-музей» уçнă хыççăн тĕвĕленчĕ. Пысăках мар кĕтесре вырăн тупнă экспонатсем авторăн черетлĕ кĕнекин эскиз-йĕр-ленчĕкĕ те-мĕн...

Туçасемшĕн çак кун истори страницине çырăнса юлакан хăйне евĕр уяв пулчĕ. Палăртнă вăхăта аслă урамра пурăнакан кỹршĕ-аршипе тăванĕсем çеç мар, ялти хисеплĕ ватăсем, шкулта вĕренекенсем, педагогсем, ытти сферăра тăрăшакан ентешсем хастаррăн пуçтарăнчĕç. Районта çеç мар, республика шайĕнче те пуçласа пилотлă проектпа халăх умне тухнă талантлă ĕç ветеранĕн ĕçне пахалама район администраци пуçлăхĕн пĕр- ремĕш çумĕ М. Айзатуллов, районти «Çăкăр» музейĕн экскурсовочĕ Н. Румянцева, районти тĕп вулавăш ертỹçи Н. Исаева, Туçа ял пуçлăхĕ К. Углев, вăтам шкул директорĕ П. Шашкин тата ыттисем те хутшăнчĕç. Чи сумли те хисепли _ Чăваш халăх академийĕн Президенчĕ Евгений Ерагин ертсе пынипе паллă ăсчахсемпе краеведсен, пултаруллă çыравçăсен, тĕпчевçĕсен пысăк ушкăнĕ саккăрмĕш теçеткене ваклакан çыравçăн философилле шухăшсемлĕ ĕçĕсемпе паллашма çитни. Ĕлĕкрех çуллахи вăхăтра апатланнă пĕр пỹлĕме Валерий Иванович чăн-чăн музей-архива çавăрнă. Мĕнле материал кăна çук-ши унта! Автор пĕчĕк пỹртри мачча каштине те пушă хăварман, унта та пулин тĕнчекурăм пирки хăйĕн шухăшĕсене йĕрленĕ...

_ Çынсем çакăн тек пĕчĕк пỹртсенчен гаражсем, управсем тăваççĕ, лавккасем уçаççĕ... Эпĕ вара тăван ял, район çыннисемшĕн ăс-тăна аталантармалли, шухăшлава пуянлатмалли пĕлтерĕшлĕ кĕтес уçас терĕм. Хальхи вăхăтра çакăн пек архив питĕ кирлĕ тесе шутлатăп. Шкул ачисем те, студентсем те кунта нумай пуян материал тупма пултараççĕ. Пуриншĕн те алăк уçă _ тархасшăн! _ хă- йĕн савăнăçне пытараймасăр хутшăнчĕ хăнасемпе В. Салмин.

Музейри пĕрремĕш экскурси пуриншĕн те тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Çавăнпа та тухса калаçакансем (вĕсем питĕ нумайăн пулчĕç) вырăнти философ ĕçне питĕ пысăка хурса хакларĕç. Çак кунах вара çурт çумĕнчи музей-архива тепĕр паха экспонат хутшăнчĕ, В. Салмин халăх академийĕн членĕн кăкăрĕ çине А. П. Айдак ячĕллĕ «За службу народу» орден çакса яни унăн пархатарлă ĕçне тепĕр хут çирĕплетрĕ. Кĕтнĕ-и, маларах пĕлнĕ-и çакна Валерий Иванович, анчах пур енĕпе те тĕлĕнтермĕш çыншĕн черетлĕ сум вырăнлă пулчĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика