Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пухмачра _ 35-мĕш медаль

07 октября 2016 г.

КИВĔ АХПỸРТРЕ çуралса ỹснĕ Алексей Мальцева ача чухнех физкультурăпа çывăхланса хул-çурăма тĕреклетни çулсем хушăнса пынăçемĕн те пулăшса пырать. Шупашкарти аслă шкулта вĕреннĕ чухне те каччă спорт аренинчен кайман. Çакă вара салтак тумне тăхăнсан та шăпах вырăнлă пулнă.

Паян Алексей Юрьевич Шупашкарти çул-йĕр патшалăх инспекцийĕн инспекторĕнче тăрăшать. Гаишник çĕнĕ ĕçе нумай пулмасть çеç пикеннĕ пулин те спортри пултарулăхне кăтартма та ĕлкĕрнĕ. Çак кунсенче спортсмен тĕп хуламăрта йĕркеленĕ чемпионатра хăйĕн виçе категорийĕпе помост çине кĕрешме тухса черетлĕ медале çĕнсе илнĕ.

Сăмах май каласан, хисеплĕ парне унăн пухмачĕнчи 35-мĕш медаль пулчĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Каччă хăйне спортăн ытти енĕпе те аталантарать. Сăмахран, алă вăйне виçессипе районти, республикăри ăмăртусене тăтăшах хутшăнать çеç мар, час-часах пьедестал çине те тухать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика