04 октября 2016 г.
Ял варринчи тỹремре пысăк аслă шкул ларать, кашни ирех вăл ачасене вĕренмешкĕн йыхăрать, тесе калас килет манăн Анат Туçари вĕрентỹ учрежденине. Икĕ хутлăскер, хăтлă та илĕртỹллĕ, чỹречисем пысăк. Йĕри-тавра йывăç-курăк ешерет. Кĕр кунĕнче те вĕсем пурте тĕсне улăштарса ĕлкĕреймен-ха.
Ăшă панăран ачасен сасси тата хаваслăн илтĕнет. Вăл урока чĕнсе пĕрремĕш шăнкăрав янăранă хыççăн çеç шăпланчĕ.
_ Йышăмăр çав тери пысăк мар пирĕн. Анчах пĕчĕк мă-йăрăн тĕшши тутă, теççĕ, _ сăмах пуçларĕ пирĕнпе шкул-сад директорĕ Н. Козлова. Наталия Николаевнăсăр пуçне тата 4 педагог шкулта. Е. Углева, Г. Салеева, С. Сурков ĕç стажĕпе чĕрĕк ĕмĕр е унран ытларах та вăй хураççĕ. Л. Маркова вара «чи çамрăкки». Е. Долгова учительницăна улăштарнă вăл. «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вĕрентỹ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ Елена Евстафьевна _ тивĕçлĕ канура.
Вĕрентỹ учрежденийĕнче шкулпа садик пĕрле пулни аван та. Ашшĕ-амăшне ачисене кунта леçме е пырса илме меллĕ. Пĕчĕкскерсене тимлĕх кирлех. Аслă çул урлă та каçмалла-çке. Тепĕр лайăх ен те пур. Кĕçĕнни садике çỹрени, аппăшĕ е пиччĕшĕ шкула килни пĕр çемьере ỹссе çитĕнекенсене ытларах пĕрле пулма май парать.
Кунне икĕ хутчен апатлантараççĕ. Шкул пахчинче хăйсен вăйĕпе çитĕнтерекен çимĕçсем пулни менюна пуянлатма пулăшать. А. Суркова повар ачасем ытларах мĕн килĕштернине кура апат хатĕрлеме тăрăшать.
Чăвашĕ, вырăсĕ, тутарĕ çỹрет шкул-садике. Пĕчĕкскерсем ытларах вырăсла хутшăнаççĕ. Акăлчан чĕлхи урокĕсем те пулнăран ачасем 4 чĕлхе вĕренме тăрăшаççĕ. Çакă вĕсене вырăнта, районта, республикăра, ун тулашĕнче иртекен мероприятисене хутшăнма та май парать. Настя Суркова, акă, иртнĕ вĕренỹ çулĕнче «Пирĕн шанчăк- лă туссем» темăпа респуб- ликăри конкурса кайрĕ. Ачасен пĕр ушкăнĕ районти «Сасăллă оркестр» тупăшура пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. «Мăнкун савăнăçĕ» конкурсра та вĕсене çитекенни пулмарĕ. Л. Амерханова математикăпа призлă вырăна тухрĕ. Вĕрентекенсем шкул спартакиадипе килĕшỹллĕн ирттерекен волейбол турнирĕнчен иккĕмĕш вырăнпа таврăннăччĕ тата ытти те.
Ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура коллектив. «Сывлăх», «Нацисен кросĕн», «Раççей йĕлтĕр йĕрĕн» кунĕсенче старта пĕрле тăраççĕ. Çурхи, кĕрхи кроссене те хутшăнаççĕ аслисем. Уйрăмах Александрпа Алина Торговцевсем, Сергейпа Надежда Горшковсем, Галина Бушмакина, Олесьăпа Сергей Перепелкинсем, Венерăпа Юрий Беззубовсем, Александрпа Надежда Немцевсем, Алешăпа Юля Сурковсем пуçаруллă та харсăр. Пĕрлехи ĕçре ашшĕ-амăшĕн комитечĕ (ертỹçи Р. Крысова) пысăк пулăшу парать. Иртнĕ çул садик валли ачасене вылямалли теттесем парнелерĕç вĕсем. Сăмах май çакна палăртса хăварма кăмăллă. Район Пухăвĕн депутачĕ П. Перепелкин уçă сывлăша тухсан ярăнмалли «Телей утравĕ» ярăнчăклă турĕ тата ытти те.
_ Условисем çителĕклĕ. Ача сахалраххи çеç пăшăрхантарать. Туçа енчи халăх ĕçчен. Çĕрпе, выльăх-чĕрлĕхпе мĕн чухлĕ тăрмашаççĕ. Капмар çуртсенче пурăнаççĕ. Хăтлăхĕ вĕсенче хуларинчен пĕрре те кая мар. Ял хуçалăх кооперативĕ те начар мар ĕçлет, садик, шкул, почта, лавккасем, клуб, спортзал пур. Шкул _ ял управçи, теççĕ, çавăнпа та унăн статусне сыхласа хăварма тăрăшмаллах, _ тет Е. Углева вĕрентекен. 18 çул вĕрентỹ системинче Н. Козлова. Ертỹçĕ тилхепине вара пилĕк çул ытла тытса пырать. Шкулти хăтлăхшăн сахал мар ĕç пурнăçлать. 2013 çулта çуртăн хутса ăшăтакан системине улăштарнă, бюджет укçи-тенкипе котельнăйĕнче юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ...
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)