04 октября 2016 г.
ТУÇА тăрăхĕнче паллă çыравçăсемпе журналистсем сахал мар çитĕннĕ. Вĕсенчен пĕри, чăваш литературине çап-çамрăклах «метеорит» евĕр вирхĕнсе кĕрсе творчествăра сулмак- лă утăмсем тăвакан поэт, драматург, вăлах ача-пăча писателĕпе пултаруллă та талантлă журналист Марина Карягина.
Паян Кивĕ Ахпỹрт хĕрĕн сасси республикипе е Раççейĕпе çеç янăрамасть. Пирĕн чăваш хĕрне тĕнчипе пĕлеççĕ тесен те йăнăш мар. Хăйĕн иксĕл- ми тавракурăмĕпех чиперкке тĕрлĕрен фестивале хутшăнать, Гран-присене тивĕçет. Журналист нумай-нумай документальлĕ программăсем те хатĕрлет. Çав вăхăтрах ывăнма пĕлмесĕр хайлавсем çырать...
Çак кунсенче çеç пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕр шкул çулне çитмен тата кĕçĕн класра вĕренекен ачасем валли хатĕрлекен «Паттăр вăйĕ _ пăтăра» алçырăвепе Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕ- шỹллĕн республикăри информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви йĕркеленĕ конкурсра çĕнтерсе 50 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. «Кăмакаран» пиçсе тухма хатĕрленекен черетлĕ кĕ- неки Марина Федоровнан творчество каçалăкĕнчи черетлĕ çитĕнĕвĕ. Нумай та вăхăт иртмĕ, ăна шăпăрлансемпе кăшт аслăраххисем алла илĕç, кĕнекене каçăхса кайсах шĕкĕлчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)