27 сентября 2016 г.
Пурнăçра кун пек тĕслĕх сайра-хутра çеç тĕл пулать. Кивĕ Ахпỹртре пурăнакан Александр Салминпа унăн хĕрĕ Алевтина Александровна литература каçалăкĕнче харăсах старт илнĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Вун çичĕ çул каялла, шкулти ачасене чи йывăр предметсенчен пĕрне _ физика вăрттăнлăхне _ хăнăхтарнă педагог тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн, пурнăçăн çул «маякне» улăштарать. Тĕрĕс наукăра 45 çул тăрмашнă учитель алла калем тытать.
Авторăн пĕрремĕш çимĕçне вулакансем 1999 çулта пахаланă. Александр Николаевич пĕрремĕш кĕнекине тăван шкул пĕр ĕмĕр тултарнине халалланă.
Ун хыççăн вара ял историйĕн тĕпчевне, хăйсен йăх-несĕлĕсен тымарне шăпах хĕрĕпе шĕкĕлчеме пуçлать. Вĕсем архивра, тĕрлĕрен музейсенче пулнине, çынсемпе курса калаçнине хакласа та пĕтереес çук.
Дуэтăн иккĕмĕш кĕнеки 2010, виççĕмĕшĕ 2013 çулта пичетленнĕ, юлашки вара, типографин хура сăрă шăрши сĕвĕрĕлсе те пĕтейменни, нумай пулмасть çеç вулакансен аллине лекрĕ. Вăл та тăван Кивĕ Ахпỹрт çыннисемпех çыхăннă.
Тăваттăмĕш кĕнекине Салминсем пĕр шухăшлă пулса «Их имена прославили деревню» тесе ят панă. Авторсем капăр иллюстрациллĕ черетлĕ кĕнекере тăван ял тивĕçлипех мухтанакан ĕç паттăрĕсем пирки çырса кăтартнă. Шăпах çак кĕнекешĕн иртнĕ эрнере хисеплĕ краевед, «Чăваш Енĕн халăх академикĕ», халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ Александр Николаевич Никольский ячĕллĕ, унăн хĕрĕ Шупашкарти пĕр шкулта историе вĕрентекен пĕрремĕш категориллĕ учительница, хисеплĕ краевед тата Чăваш Республикин этнокультурин хисеплĕ деятелĕ Алевтина Александровна вара Гурий Вандер (Гурий Иванович Комиссаров) ячĕллĕ медальсене тивĕçрĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)