27 сентября 2016 г.
Çĕр ĕçченĕ ыйхă мĕнне нихăçан та пĕлмен. Акара шурăмпуçпа пĕрле тăрса хире васканă, уйăх тухсан тин килне çитнĕ. Туçари И. Еливанов фермерта та пирĕн асатте-кукаçи юнех чупать _ çывăрса выртма юратмасть. Çуркунне çĕр пиçме пуçласан ирхине-ирех Турикасри шăплăха хускатса тракторне кĕрлеттерет, хире васкать. Çулла вара ăна кашни кунах уйра курма пулать: сухан вăрлăхне шăварать, çĕр улми йăранĕсем хушшине кăпкалатать, удобрени е гербицид сапать... Çумăрлă çанталăкра çеç вăл килĕнче, анчах пĕрех пĕрре те пушă тăмасть: техникине юсать, тасатать... Ара, хуçалăхра сахал-им ĕç? «Ашшĕ пекех канăç мĕнне пĕлмест çак Ваня», _ теççĕ час-часах пĕр урамра пурăнакансем. Георгий Миронович, ялтилле каласан Карки тете, чылай çул Патăрьелĕнчи «Сельхозхимия» организацинче вăй хунă. Ĕçрен таврăнсан самантпа та кĕрĕк арки йăваланине ăна никам та курман, яланах мĕн те пулин тăватчĕ. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ çав. Ачисем те хăйнех пăхнă. Тăватă ывăлтан виççĕшĕ ялтах тĕпленнĕ. Владимирпа Анатолий те тĕп килте юлнă Иван пекех çĕрпе ĕçлеççĕ.
Ял çынни яланах çĕрпе ĕçленĕ, анчах самана таппине кура нумайăшĕ пысăкрах лаптăкра вăй хума пикенчĕç. Çак утăма тума ял хуçалăх предприятийĕсем, организаци-предприятисем саланни те хистерĕ пулĕ. Хăть мĕн тесен те кишĕрне, суханне тата ытти продукцине сутсан кăштах та пулин укçа кĕрет. Паян вара нухратсăр утăм пусма та çук.
_ Чи малтанах хыçри пахчара кăна кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, çĕр улми лартаттăмăр. Çĕр пайĕсене пама пуçласан Туçари больница патĕнче 10 сотăй илтĕмĕр. Шăпах çавăнта сухан вăрлăхне акрăмăр. Каярах вара лаптăка пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ỹстерсе пытăмăр, _ тет И. Еливанов. Паян Иван Георгиевичăн арендăна илнисемпе пĕрле 20 гектара яхăн çĕр. Унта кăçал 7 гектар çевок, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, çĕр улми, нумай çул ỹсекен курăк çитĕнтернĕ. Лаптăкăн пĕр пайне пусă çаврăнăшне пăхăнма хура пар валли хăварнă. Хирти ĕçсене пурнăçлама 2-3 çул каялла çеç туяннă «МТЗ-82» маркăллă трактор, кăкармалли хатĕрсем, сухан-çевока алласа уйăрмалли агрегат, хатĕр продукцине упрама ятарлă хранилище пур. Икĕ хутлă çурчĕ юмахри кермен пек тăпăл-тăпăл та хитре. Шалта та хулари условисем _ душ кабини, туалет... Анчах пурнăç условийĕ çак шая çитиччен самай тар тăкма тивнĕ вĕсен. Йывăрпа пулсан та çукран пур тума тăрăшнă.
Çĕрĕн ĕçĕ нумай: культиваци тутармалла, сỹрелеттермелле... Тупăшне куриччен малтан чылай тăкакланмалла. Еливановсем хăйсен техники пулманран маларах колхоз тракторĕсене укçалла сухалаттарнă, актарнă. Тухăçа турттарса килме те çынранах пулăшу ыйтма тивнĕ. Вăрлăх сухана пỹрт маччи тăррине хăпартса хĕл каçарнă. Шартлама сивĕсенче хулăм япаласемпе витсе шăнса юрăхсăра тухасран сыхланă. Çу каçа «тарпа» шăварса ỹстернĕ продукци тĕрĕс-тĕкел упрантăр тесе тăрăшнă. Çуркунне сутнă. Укçипе вара ĕçре кирлĕ япаласем туяннă. Техникăсăр малалла аталанма май çуккипе пĕр организацинчен кивĕ Т-40 трактор («шап-шап» теççĕ ăна Туçа тăрăхĕнче. _ Авт.) илсе килнĕ. Ăна юсаса çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Укçи-тенкине кăштах упрас тесе 40 лаша вăйĕллĕ хурçă «ут» валли кăкарса çỹремелли агрегатсем ăсталанă. Вăрлăх сухана çулçинчен тата тăпраран тасатмалли барабана, сухан вăрлăхĕн папкисене авăртса хывăхне вĕçтермелли хатĕре те патшалăхăнне туянман. Алли-ури чăнах та ылтăн çав И. Еливановăн, хăть хăш ĕçе тытсан та тирпейлĕ тăвать.
Кил хуçисемпе пĕрле вăрлăх сухана хĕл каçармалли управа кĕрсе куртăм. Хиртен нумай пулмасть çеç илсе килнĕ сухан вăрлăхĕ ушкăн-ушкăн пайласа хунăран сап-сарă, куçа илĕртет.
_ Канаш районĕнчи пĕр ялтан кивĕрех çурт турттарса килтĕмĕр те çавăнтан хранилище турăмăр. Ун чухне çевока сентресем çинче упраттăмăр. Ытларах акма пуçласан управа тата пысăклатрăмăр, çĕнетрĕмĕр, _ тет кил хуçи мăшăрĕ Марина Ивановна.
_ Йывăрлăхĕсем çителĕклех пулнă. Пĕчĕк лаптăкпа кăна ĕçленĕ чухне хамăр çумланă, пуçтарса кĕртнĕ. Халь çынсене укçалла çумлаттаратпăр, пуçтарттаратпăр. Иван Георгиевичăн Дима ывăлĕ те ашшĕн çулнех суйланă. Вăл та улттăмĕш çул сухан-çевок туса илессипе тăрăшать. И. Еливановран тĕслĕх илсе ялти Е. Катин, С. Пласкин çĕрпе ĕçлеме пуçланă. Мĕн пĕлмеççĕ, ăнланмаççĕ _ тỹрех асли патне васкаççĕ.
Турикасра пурăнакансем хăйсен урамĕнче çакăн пек маттур фермер пурришĕн чунтан хĕпĕртеççĕ. Ара, утă турттарса килмелле е пахча сухаламалла, е хĕллехи çил-тăман хыççăн масар патне каякан çула тасатмалла (пурнăçра кун пекки те пулать) _ хирĕçлемест çĕр хуçи, май пур таран пулăшать. Çавăнпах ĕнтĕ ун ĕçĕ те ỹсĕнсе пырать
О. Петрова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)