09 августа 2016 г.
Туçа ялĕнче пурăнакансемшĕн çакă гипотеза вырăнĕнчех пулса кайрĕ темелле. Ленин урамĕнчи аслă çул çинчи шăп та лăп пĕр вырăнта çулсерен тенĕ пекех автомашинăпа пыракансем çынсене вилмеллех çапса хăвараççĕ. Юлашки тăватă-пилĕк çул хушшинче _ пилĕк виле! Ял çынни ирĕксĕрех пăлханать. Умлă-хыçлă пулакан пĕр пек синкерлĕх мĕнрен килет-ха? Тен, тухатлă, тытакан, йывăрлăх парса тăракан вырăна сăвапламалла? Юлашкинчен çак вырăнта каçхине ĕçрен велосипедпа таврăнакан 48 çулхи хĕрарăмăн чунĕ тухса кайнăранпа çирĕм кун та çитмен-ха. Маларах вара тăр кăнтăрлах вăтам шкулта ĕçлекен çамрăк учительница "Шумахерăн" мăшкăлĕ пулса вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Ăна та пысăк хăвăртлăхпа пыракан автомашина çул айккинчен темиçе метр айккинеллех ывтăнтарса янă. Тата маларах арçын ачана таптанăччĕ... Ял халăхĕн ыйтăвне тивĕçтерсе çак вырăна сăвапланипе çеç инкек-синкекрен пуçĕпех хăтăлма пулĕ-ши? Чăн малтан, паллах, ял хушшипе иртекен аслă урампа çỹрекен автомашинăсен хăвăртлăх режимне пăхăнмалла. Васкакан вакка та сикме, васана та чăмма пултарнине манмалла мар. Тепĕр енчен пăхсан вара çак çул-йĕршĕн яваплă организацин "выртакан полицейски" пирки те шутласан юрать. Вăрăм ял урамĕпе çул çинчи искусствăлла чăрмавсене пĕрре те кураймастăн. Çулĕ вара Туçара чăнах та çĕнĕ, çатма пек яка...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)