Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортсмен, юрăç, вăлах тава тивĕçлĕ экономист

05 августа 2016 г.

Хĕвеллĕ те уяр е тата юрлă-çумăрлă, çиллĕ çанталăкра çул хĕррипе Туçаран Елчĕк еннелле çăп-çăмăллăн чупакан çулланнă арçынна чылайăшĕ сăнанă-тăр. Пĕлмен çынсем ун пирки "тупнă чупмалли вăхăт" теме, çывăх паллакансем вара яланах малалла ăнтăлакан хисеплĕ çыннăн пултарулăхĕпе чăтăмлăхĕнчен, хастарлăхĕнчен тĕлĕнме çеç пултараççĕ. Ку вăл йăх-несĕлĕсем те Туçара тымар янă Валерий Иванович Салмин. Пур енĕпе те хăйне евĕр пулăмсемпе уйрăлса тăракан çын пирки эпир хаçатра пĕрре мар çырнă. Хальхинче те ĕç ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ, çамрăксемшĕн вăтăр çул ытла сывă пурнăç йĕркине, физкультурăпа спорта пропагандăлакан спортсмен, кĕвĕ-юрă ăсти пирки сăмах çумне сăмах шăрçалама сăлтавĕ те пулчĕ.

_ Тĕп хуламăрти "Олимпийский" стадионти ветерансем хушшинче йĕркеленĕ Раççей чемпионатĕнче 57 секунда эпĕ старт панă хыççăн каялла çаврăнса пăхкаласа пынипе çухатрăм. Çапах вунă çухрăма çăмăллăнах парăнтартăм: сывлăш та пỹлĕнмерĕ, хама та лайăх туйрăм,_ пĕр савăнса, пĕр пăлханса каласа парать Валерий Иванович.

Çакнашкал пысăк эмоципе таврăнчĕ вăл пысăк ăмăртуран. Саккăрмĕш теçеткене ваклакан арçын ветерансем хушшинче тăватçĕр метрлă чупу йĕрне 57.32,59 вăхăтра 25 хут (ку шăпах вунă çухрăм пулать) ăнăçлах çаврăнса тухнă. Финиша виççĕмĕш кĕнĕ. Тепĕр кунхине вара 70 _ 74 çулсенчи çăмăл атлетсем хушшинче кĕске дистанциллĕ тупăшура та хăйĕн вăйĕпе пултарулăхне тĕрĕсленĕ. Старта тăнă юлташĕсем хушшинче пирĕн район, республика чысне хỹтĕленĕ спортсмен-ветеран каллех пăхăр медале тивĕçнĕ, çаврăма 1минут та 27,48 секундра парăнтарнă. Урăхла каласан, июлĕн 22 _ 24-мĕшĕсенче Шупашкарта ветерансем хушшинче иртнĕ çăмăл атлетсен Раççей чемпионатĕнчен пирĕн район хастарĕ Валерий Иванович Салмин икĕ хутчен пăхăр медаль призерĕ пулса таврăннă. Савăнмалăх та, саламламалăх та пур.

Чăваш Енĕн хисеплĕ ветеранне тĕп хуламăрта Раççейри çăмăл атлетсен федерацийĕн председатель комиссийĕ Юрий Чирков саламласа медальсемпе дипломсене, уйрăммăн панă Хисеп грамотине алла тыттарнă май спортсмен пирки комментари памасăр та чăтайман: "Çакă Сирĕншĕн тивĕçлĕ çĕнтерỹ. Малашне те çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулăр",_ тенĕ пурин умĕнче те.

Чемпионат хыççăн тăван Юхма Ен çĕршывне çитсен çăмăл атлетика тата йĕлтĕр спорчĕпе СССР спорт мастерĕн кандидатне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Марат Айзатуллов, Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ Константин Углев, Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт комплексĕн директорĕ Анатолий Моисеев ăшшăн саламланă, малашне те пысăк хавхаланупа старта тăрса çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулма суннă.

Сăмах май, виçĕ ача ашшĕ, 71 çул тултарнă асатте, кукаçи обществăлла пурнăçра та яланах хастар. Вăл районти тĕрлĕрен культура мероприятийĕ- сене хутшăннă май залра шыв сыпса ларма çеç юратмасть, сцена çине тухать. Валерий Иванович час-часах шăрантаракан "Огромное небо" юрри _ уншăн "чун апачĕ". Пушă вăхăтра наукăпа тĕпчев ĕçĕсем çырать, йăх-несĕл тымарне тĕпчет. Вăл темиçе кĕнеке авторĕ те. Сентябрĕн 25-мĕшĕнче Чăваш халăх академийĕн действительнăй членĕ хăйĕн хуçалăхĕнчи пĕчĕк пỹртĕнче Салминсен, Иван Микулин ăратнисен ячĕпе музей та уçма хатĕрленет. Кунта унăн философилле шухăшлавлă материалĕсемпе статйисем те вырăн тупĕç.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика