Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕс апатланасчĕ

05 августа 2016 г.

Çирĕп сывлăхлă тата хитре пулни тĕрĕс апатланнинчен те килет. Çакăн пек чухне çын хăйне вăйлă туять. Апла пулсан кун йĕркине мĕнле тытса пымалла-ха?

Апата 4-5 хутчен сахал порципе çимелле. Апатланнă хушă ытла вăрах пулмалла мар. Кулленех ирхи, кăнтăрлахи, çур кăнтăрлахи, каçхи апат тумалла. Выртас умĕн турăх е кефир ĕçмелле.

Апата кашни кун пĕр вăхăтра çиме тăрăшмалла. Вăл апат хуранне тата пыршăсене лайăх ĕçлеме пулăшать. Тăвар сахалрах çиме тăрăшмалла. Йод хушни усăллăрах.

Сахăрпа нумай усă курма юрамасть. Ăна кунне 5-6 чей кашăкĕнчен ытла çимелле мар.Сахăра пылпа ылмаштарсан лайăхрах. Анчах ăна вĕри чей çине ямалла мар. Унăн усăлăхĕ чакать.

Кун каçипе таса шыв ĕçни усăллă. Вăл ỹт-тире типсе кайма памасть, пĕрле кирлĕ мар токсинсене организмран тасатма пулăшать. Çыннăн талăкра 1,5-2 литр шыв ĕçмелле.

Кунне 400-500 грамм тĕрлĕ пахча-çимĕç çимелле (панулми, груша, купăста, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр...) Чĕрĕ пахча-çимĕç организма кирлĕ минералсемпе, витаминсемпе, клетчаткăпа пуянлатать. Чĕрĕлле çиме юраманнисен духовкăра пĕçерсе çисен усăллă.

Апата пĕçернĕ чухне нумай вĕретме ан тăрăшăр. Ăна ăшăтса тепре çисен унăн пахалăхĕ чакать. Çакă сывлăха та сиен кỹме пултарать, тĕрлĕ чир-чĕр пуçланасран хăрушă.

Хăвăр рациона тĕрлĕ апат-çимĕçпе пуянлатмалла: аш-какай, пулă, кĕрпе, турăх, чăкăт, чĕрĕ пахча-çимĕç, çырла, мăйăр, кăмпа, ỹсентăран çăвĕ, ĕне çăвĕ, симĕс курăк (петрушка, укроп, серте, пултăран тата ыт. те.), çăкăр.

Каçа кофе е чей ĕçме юрамасть. Çакă çывăрма чăрмантарма пултарать. Типĕ апатпа усă курма ан тăрăшăр. Вăл апат хуранне сиен кỹме пултарать, ытлашши тулса кайма пулăшать.

Тĕрĕс апатлансан эсир яланах хăвăра лайăх туятăр, сывă пулатăр, çамрăк курăнатăр.

Т. РУБЦОВА, Туçари врач амбулаторийĕн тухтăрĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика