26 июля 2016 г.
Вĕлле хурчĕ сăхнăран пичĕ тăртаннине чакармашкăн мĕнле эмелпе усă курмаллине Коля тетене Зина ирпе ĕçе кайнă чухне урамрах кирлĕ сĕнỹсем парса хăварчĕ. Маларах та суран пулнă иккен унта. Çавăнпа пушшех пăшăрханать ватă.
_ Манăн ĕçĕм килтен тухсанах пуçланать,_ кăмăллăн калаçать Анат Туçари фельдшерпа акушер пунктĕнчи З. Баранова медицина сестри.
_ Çулла ачасем кукамай-кукаçи, асатте-асанне патне хуларан та килсе тулаççĕ. Ĕнер пĕрне йытă хăваланă. Чĕрчун çыртасран хăраса ача тарнă. Чупнă май такăнса ỹксе урине ыраттарнă. Каллех çул çинчех пулăшу пама тиврĕ.
Çие шурă халат тăхăннăранпа 33 çул çитрĕ Зинаида Георгиевнăн. Ял çыннисене вăл пилĕк пỹрнене пĕлнĕ евĕр пĕлет. Кам мĕнпе сăнавра тăнине асра тытать. Хăшĕн хăçан диспансеризаци тухмаллине çĕр варринче ыйхăран тăратса лартсан та каласа параять-тăр.
Участокра 815 çын медицина сестрин. Вăл шутра çулталăка çитмен 6 ача. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсем 137ĕн. Тыл паттăрĕсем 36ăн пурăнаççĕ. Хăшĕн патне час-часах, теприн патне графикпа çỹрет медсестра. Хăй ерçеймен чухне М. Рыбакова санитаркăна ыйтать. Ỹркенмест Марина Петровна та. Пĕччен пурăнакан ватăсем сывлăх сыхлавçисем вĕсемшĕн тăрăшнине ырлаççĕ. Кирлĕ эмелсене киле килсе панăшăн тав тăваççĕ.
Шурă халатлисен çулĕсем хăйсен те хушăнсах пыраççĕ. М. Рыбакова 4 ачаран 6 мăнуклă пулса иккĕшĕнчен кукамай, ыттисенчен асанне ята илтет. Зинаида Георгиевна та Варварăпа Ярославшăн кукамайпа асанне ĕнтĕ.
Кирек кама та пирвайхи пулăшу параççĕ ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче. Кирлĕ пулсан васкавлă пулăшу чĕнеççĕ. Е Туçари врач амбулаторийĕнче, районти тĕп больницăра пулнă хыççăн специалистсем хушнă сиплеве малалла тăсаççĕ.
Халăхпа пĕр чĕлхере З. Баранова. Донор кунне хутшăнмалла-тăк _ хирĕçлекен çук. Вырăна районтан анлă специалистсем килеççĕ-тĕк _ каллех кĕшĕл пуçтарăнаççĕ. Прививкăсенчен сиксе юлмаççĕ. Çавăнпа кунта профилактика мероприятийĕсене палăртнă вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ. Хăнăхнă çакна ял халăхĕ. Çакăншăн кăмăллă Зинаида Георгиевна. Маларах Л. Кошкинăпа пĕрле ĕçленĕ вăл. Лидия Алексеевнăран ĕç вăрттăнлăхне сахал мар вĕреннĕ. Çамрăкла вĕренни чул çинче тенĕ евĕр, паянхи кун та ăста наставницăн ырă канашĕсем асра.
Çуллахи вăхăтра медсестрашăн велосипед ĕç "таксийĕ". Унсăрăн çухрăм ытла тăсăлакан яла пĕр енчен тепĕр вĕçне туххăмрах çитсе килейместĕ- нех. Каймалли вара тупăнать. Сывлăш пỹлĕннĕрен чĕнсе илекенсем те, юн пусăмĕ ỹснĕрен е чакнăран хыпăнса ỹкекенсем те пур.
Сывă пурнăç йĕркине çамрăлах тытса пыма хăнăхчăр тесе те сахал мар тăрăшать медицина сестри. Хĕллехи вăхăтра уçă сывлăшра ушкăнпа утакансен йышĕ те самаях пысăкланнă. Сиплевçĕн канашĕсене тимлĕн итлесе пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ чылайăшĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)