26 июля 2016 г.
Патшалăхăн "Сăрçи" заповедникĕн Патăрьелĕнчи лаптăкĕ 28 гектара яхăн. Вăл Тутар Тимеш ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Унта сăвăрсем пурăнаççĕ. Кун пек тĕс республикăн ытти кĕтесĕнче çук. Ăсчахсем Юхма ен сăвăрĕ çинчен пуçласа 1642 çултах пĕлнĕ. Упранасса вара пирĕн тăрăхра çеç юлнă. Тĕлĕнмелле илемлĕ вырăн суйласа илнĕ çак чĕрчунсем. Хĕвел çамки çинче çуркунне улăхра ăшă, типĕ, курăк çителĕклĕ çитĕнет. Сă- вăр саккаслăхне 1961 çулта йĕркеленĕ. 2000 çулта вăл "Сăрçи" заповедник территорине кĕнĕ.
Мĕнле чĕрчун-ха вăл сăвăр? Унăн кỹлепи тăршшĕ 50-70 см таран. Аçи 10 кг таять. Кĕске те çемçе çăмлă. Тĕксĕм хăмăртарах, хăйăр тĕслĕ- рех. Тĕрлĕ курăкпа тăранса пурăнать. Шыв шайĕ çỹле хăпаракан вырăнта йăва çавăрмасть. Ăна типĕ çĕрте тĕлĕ-тĕлĕпе тарăнăшне 4-5 метр чавса тăвать. Унта кĕме _ 10-15 алăк. Вăл тарăн мар. Сăвăр курăк çинĕ хушăра тăшман çывхарнине сиссенех хỹтлĕхе кĕрсе тарать. Ялан пурăнакан йăви _ хĕллехи тата çуллахи. Вĕсен тăршшĕ 57-63 метра тăсăлать. Йăва нумай пỹлĕмрен тăрать. Авăн уйăхĕнче унта курăк тултараççĕ. Пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе тĕлĕреççĕ. Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче е пуш пуçламăшĕнче вăранаççĕ. Алăксене тăмпа пăкăлаççĕ. 6-8 уйăх тĕлĕреççĕ. Хĕлле апатланмаççĕ. Ỹт айне хунă çăва чун усрамалăх шăратаççĕ. Виçĕ çултан çăвăрсем çитĕнсе çитсе йăх тăсма хатĕр. Вăл 3-6 çура таранччен тăвать.
Уйрăммăн сыхлакан çут çанталăк лаптăкĕ _ наци пуянлăхĕ. Туристсемшĕн кăсăклă вырăн. Унпа интересленекенсем нумай. Шкулсенче вĕренекенсем экскурсисене пырса çỹреççĕ. Сăмах май кăçал унта район администрацийĕнче ĕçлекенсем те пулнăччĕ. Аслă наука сотрудникĕ М. Рахматуллин вĕсене кăмăлтан йышăнать. Вăл сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр. Çуллахи вăхăтра сăвăрсен пурнăçĕпе киленме шăпах та меллĕ.
А. ИВАНОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)