23 июня 2016 г.
Çĕр çинче темĕнле професси те пур: тухтăр, çăкăр пĕçерекен, юрă-ташăпа чуна илĕртекен... Анчах тепри вара _ çаксене пурне те çунат параканĕ. Вăл _ вĕрентекен. Ырми-канми ĕçлекен, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассишĕн çунакан.
Пĕрремĕш хут сумка йăтса шкула кайнине халĕ те астăватăп-ха. Шкул умĕнче темĕн чухлĕ ача. Кашнийĕн аллинче илемлĕ чечек çыххи. Савăнăçлă линейка хыççăн вăтăр виçĕ ачана М. Артемьева хăйĕнпе пĕрле Кивĕ Ахпỹртри шкула ертсе кĕчĕ. Çав кунран пуçласа пирĕншĕн вăл виççĕмĕш класс пĕтериччен иккĕмĕш анне вырăнĕнче пулчĕ. Кашни урока тĕплĕн ăнлантаратчĕ, ăнланманнине тепĕр хутчен аса илтеретчĕ, еплерех хитре юрлатчĕ тата!
Мария Ивановна хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ĕненес те килмест. Вăл пире пĕрремĕш хут кĕтсе илнĕ чухнехи пек çамрăк, вашават.
М. Артемьева 1931 çулта Патăрьелĕнче кун çути курнă. Ачалăхĕ çăмăл килмен. Вăрçă çулĕсем, выçăллă-тутăллă пурнăç. Ашшĕ фронта тухса кайнă чухне кĕçĕн шăллĕ сăпкара юлнă. Анчах та пурăнма пỹрмен пĕчĕкскере. Выçăпа сивве чăтаймасăр вилнĕ. Хутма вутă пулманран амăшĕпе тата Ваççа шăллĕпе Карапай Шăмăршăран турат турттарнă. Йывăрлăха чăтса ирттернĕ-ирттернех çемье. Аслисем ачисене вĕрентсе пысăк çын тума ĕмĕтленнĕ. Шăллĕ çар училищинчен вĕренсе тухса подполковнике çитнĕ. Шел, Крымра пурăнаканскере пытарма ялтан нихăшĕ те каяйман.
Пурнăçра савăнăçĕ те, пăшăрханăвĕ те сахал мар. Мария Ивановна мăшăрĕпе, Алексей Федоровичпа, пилĕк хĕрпе пĕр ывăл кун çути парнеленĕ. Аслă хĕрĕ, Рита, хĕрĕх çула яхăн ача çураттаракан уйрăмра тăрăшнă. Тамара малтан сутуçăра, каярахпа 11 çул воспитатель пулăшуçинче ĕçленĕ. Халĕ иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Валентина, Юлия, Ирина хĕрĕсем амăшĕ пекех вĕрентекен профессине суйланă. Иринăпа Оля, Марина мăнукĕсем те çак ĕçех кăмăлланă, кĕрỹшĕ те учитель.
_ Йăхра вĕрентекен пулман. Пурте çĕр çинче тăрăшнă. Анне вулама та пĕлместчĕ. Атте кăштах чухлатчĕ, _ ăшшăн калаçать Мария Ивановна, тивĕçлĕ канăва тухсан та шкул сукмакне такăрлатнăскер.
Тăванĕсем хĕрача вĕренес шухăшлă пулнине ырланă. Çапла вăл кĕçĕн класри ачасене пĕлỹ тĕнчине йыхравлама пуçланă. Кăларăм хыççăн кăларăм ăсатнă пиллĕкмĕш класа. Вĕсен пурнăçри ỹсĕмĕсем пирки вара паянхи кун та интересленме пăрахмасть М. Артемьева ĕç ветеранĕ. Вăл пархатарлă ĕçшĕн нумай-нумай Хисеп, мухтав ху- чĕсем илме тивĕçнĕ.
18 çул каялла пурнăç тĕрекне, савнă мăшăрне, 12 çул каялла юратнă ывăлне çухатнă пулин те хуçăлман. Кинĕ, ытла та çамрăкла мăшăрĕнчен юлнăскер, тепĕр хут çемье çавăрнă. Çав-çавах пăянамăшĕ патне килсе çỹрет, чирлесен больницăна та пырать. Мăнукĕсем те асламăшне манмаççĕ. Тăтăшах ун патне васкаççĕ.
Вăрçине те, выççине те, нушине те курнă пулин те пуçне усман М. Артемьева. "Йывăрлăха çĕнтерни çынна чăтăмлăх парать, ыттисен нушине те ла- йăхрах ăнланса илме пулăшать", _ тет паян та çав тери илемлĕ Мария Ивановна. Вăл уçă кăмăллă, тарават. Пушă вăхăчĕ пачах та çук унăн. 12-13 çултах алла чĕнтĕр йĕппи тытнăскер, çулсерен хĕрĕсемпе мăнукĕсене эрешлĕ чăлха-нускипе, тутăрсемпе, капăр жилетсемпе савăнтарать. Пурнăç ăна тĕрлĕ ĕçе вĕрентнĕ. Ачисем пĕчĕкрех чухне пальто таран хăй çĕленĕ. Кỹрши-аршине те пĕр-пĕр тум юсама туххăмрах пулăшма тăрăшнă.
_ Куç курманнипе асапланмастăп, паянхи кун та куçлăх тăхăнмастăп, _ тет Мария Ивановна. Район, республикăри хăш-пĕр хаçатсене çырăнса илнĕ май пĕр саспалли сиктерми вулать. Илемне, сывлăхне упрама çут çанталăк та пулăшать тейĕн. Çăвĕпе чей курăкĕ хатĕрлет, хĕлĕпе усă курать.
Çулне кура мар пахчара кĕш- тĕртетме те кăмăллать, çăва тухсан чăх-чĕп туянать, вĕсемпе калаçса йăпанать...
А. КУЗНЕЦОВА, библиотекарь
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)