Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил вучахне сỹнтермест, ватлăх мĕнне те пĕлмест

07 июня 2016 г.

Этем ĕмĕрне вырман тырă анипе танлаштарас килет. Çын хăй каçалăкĕ умне тăрать те пурнăç анине вырма тытăнать. Марье аппан пурнăç каçалăкĕ мĕнле-ши? Мĕн тăршшĕ, мĕн сарлакăш вăл? Ыттисемпе танлаштарсан чылай вăрăмрах.

Куç виçейми ана тăрăх йышлă тĕм лартса тухнă. Пурте çыпăçуллă, мăнаçлăн курăнса лараççĕ вĕсем. Эппин, çын умĕнче пите хĕретсе намăсланмалли çук.

Марье аппа Кивĕ Ахпỹрт ялĕнче пурăнать. Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче ыррипе усаллине те, хуйхипе савăнăçне те чылай ас тивнĕ, çапах чун тасалăхне сыхласа хăварнă.

Мария Трифоновна Елчĕк районĕнчи Ĕнел ялĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ ĕçчен, тирпейлĕ, сăпайлă çынсем пулнă. Ултă ачине те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Çемйи йышлă пулсан та Трифон Николаевичпа Ксения Ефимовна Николаевсем ачисене вĕрентесшĕн пулнă. Анчах вĕсен ĕмĕтне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи татнă. Кашни тăрăхран вăй питти арçынсемпе çамрăксене вăрçа ăсатнă. Трифон Николаевич та 1942 çулхи хĕлле çемйипе сывпуллашнă. Марье ун чухне улттăра пулнă. Арçын çук килте мĕн пур ĕç ватăсемпе хĕрарăмсем, ачасем çине тиеннĕ. Упăшкине вăрçа ăсатсан ултă ачапа тăрса юлнă амăшĕ, тĕпренчĕкĕсене нихăçан та: "Ăна çапла тăвăр, ăна капла тумалла", _ тесе вĕрентмен. Аслăраххисемпе пĕрле Марье те çиччĕрех çурла тытса тырă вырма кайнă. Йывăр ĕçе те чăтнă, выçлăх кунсене те тỹс- нĕ. Çимелли те, тăхăнмалли те пулман. Çуркунне крахмал пуçтарнине Марье халĕ те манаймасть.

Ашшĕ вăрçă хирĕнчех пуçне хунăран Николаевсен пурнăçĕ вăрçă хыççăн та йывăр пулнă-ха. Марьене амăшĕ 7 класран вĕренсе тухсанах Елчĕке, пĕр учитель çемйине ача пăхма янă.

Вăхăт иртнĕ, кунсем пĕрин хыççăн тепри хыçа юлнă. Марье те киле таврăннă, колхоз правленине тирпейлỹçе вырнаçнă. Виçĕ уйăхран вербовкăпа Мускав облаçне тухса кайнă. Шăпа ăна Тула облаçне илсе çитернĕ. 1955-59 çулччен шахта тунă çĕрте вăй хунă хĕр. Кунтах Кивĕ Ахпỹрт каччипе _ Алексей Антиповпа паллашнă. 1957 çулта пĕрлешсе çемье çавăрнă. Икĕ çултан çамрăк çемье яла таврăннă. Кине кунта хăнăхма çăмăлах пулман. Тăм кирпĕчрен çапса купаланă пĕчĕк пỹртре мăшăрĕн амăшĕ, икĕ аппăшĕпе Ульха аппăшĕн ывăлĕ пурăннă. Пасартан тырă илсе килсе ал арманĕпе авăртса пашалу, çăкăр пĕçерсе çинĕ, выртса тăма та вырăн пулман. Çамрăк мăшăр колхозра ĕçлесе майĕпен пурнăçа сыпăнтарса пынă. Кĕçех тăм пỹрт вырăнне йывăç çурт çĕкленĕ. Пĕрин хыççăн тепри ачасем çуралнă...

Çапла майĕпен шăкăлтатса çаврăнса пыратчĕ вĕсен пурнăç урапи. Анчах килне инкек килсе кĕчĕ. Алексей Константинович сарăмсăр пурнăçран уйрăлчĕ. Мария Трифоновна 8 ачапа тăлăха тăрса юлчĕ. Асли _ Нина 15ре, кĕçĕнни _ Евгений 9 уйăхра. Марье аппа пусма ларнă чăх чĕпписене çунат айне пуçтарнă пек ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме тăрăшрĕ. Йывăр килчĕ ăна. Каçсерен ĕçрен ывăнса таврăнсан минтер çине ỹпне выртса мĕн чухлĕ куççуль юхтарнине кам чухлать-ши?

Тỹсет çав этем чĕри. Темле йывăр пулсан та чăтать. Мария Трифоновнăн ачисем пĕчĕкренех пурнăç хакне пĕлсе ỹсрĕç. Толя 8 класран вĕренсе тухсан çуллахи каникулсенче 4 çул Чĕмпĕр облаçне ĕçлеме çỹрерĕ. Ун хыççăн ăна Коля ылмаштарчĕ. Самаях тырă, укçа илсе килчĕç. Кĕçĕннисем амăшĕпе пĕрле пай çинче вăй хучĕç.

Антиповсен ачисем ăслă-тăнлă, ĕçчен те матур çитĕн- чĕç. Нинăпа Толя Шупашкарти прибор тăвакан заводра чылай çул вăй хучĕç, Коля водитель, Наташăпа Алена сутуçăсем, Витя, Володя, Женя строительсем.

Мария Трифоновнăн ачисемпе савăнмалăх пур. 5 ывăлĕ те салтака юрăхлă пулчĕç. Ỹссе çитнине пĕр туй кĕрлеттерчĕ. 11 мăнукпа 3 кĕçĕн мăнук унăн. Алă ăсти пулнăран вĕсене тĕрĕлесе çыхнă нускисемпе савăнтарать. Аллисем пĕрре те ахаль тăмаççĕ унăн. Телевизор пăхнă чухне те пански çыхать. Вăлах юрă ăсти те.

Мария Трифоновна Мăн кунра 80 тултарчĕ. Çулне кура мар çамрăк курăнать, вăр-вар. Çăкăр, кукăль пĕçерет, выльăх-чĕрлĕх йышлă тытать, çăвĕпе пахчаран кĕмесĕр çум çумлать. Ачисене пулăшма та ĕлкĕрет.

В. МАЛЬЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика