27 мая 2016 г.
Çуркуннехи пĕр кун çулталăк тăрантарнине шута илсе районти ял хуçалăх предприятийĕсем хальхи вăхăтра хĕрсех утă çулма хатĕр ленеççĕ, выльăхсене çуллахи лагере илсе тухса сăвăма ỹстерес тĕлĕшпе тăрăшаççĕ тата ытти те. "Авангард" хаçат редакцине "Звезда" хуçалăх пирки çитнĕ çыру вара йăлтах тепĕр енлĕ: кунта ĕнесене çуллахи лагере те илсе тухман, симĕс курăка утăлăх çулма косилкисем те хатĕр мар иккен... Ирсерен наряда пуçтарăнса кулленхи ыйтусене çивĕчлетменни вара _ специалистсен ĕçне хавшатать, вĕсене ирĕккĕн, шухăшсăр çỹреме май парать. "Çак лару-тăру хăçанч-чен тăсăлĕ-ши?" _ тенĕ çырура. Урăхла каласан, пĕрисем тар кăлариччен ĕçленĕ вăхăтра теприсем тĕлĕреççĕ-ха. Çакнах район администрацийĕн ял хуçалăх ыйтăвĕпе ĕçлекен пайран та çирĕплетрĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)