13 мая 2016 г.
Анат Туçари ĕç ветеранĕ тата тыл ĕçченĕ О. Долгова хăйĕн вуннăмĕш теçеткине вак-ларĕ. Курăмлă çулне кура мар Ольга Трофимовна хаваслă та çаврăнăçуллă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă çулĕсене аса илсен çеç унăн куçĕ куççульпе тулать.
Ульха аппан ачалăхĕ кỹршĕллĕ Елчĕк райо- нĕнчи Кивĕ Арланкассинче иртнĕ. Тивĕçлĕ пĕлỹ те унтах илейнĕ вăл. 1942 çулта вара Патăрье- лĕнчи педучилищĕне вĕренме кĕнĕ.
"Самани питех те йывăрччĕ. Вăрçă пынăран малалла вĕренме май килмерĕ. Колхоза ĕçлеме кайрăм. Дояркăра та, конюхсен бригадирĕнче те тăрăшрăм", _ аса илет иртнине ветеран.
Кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă çав вăхăтрисем. Ирпе ирех тăрса уйăрса панă каçалăксенче тырă вырнă. Мĕн пур нуша ватăсем, хĕрарăмсем, ачасем çине тиеннине пĕлсех чăтнă, нăйкăшман. Ахальтен 40 çул ĕç стажĕ пухайман та пулĕччĕ ял хĕрарăмĕ.
1949 çулта чипер хĕре кỹршĕ ял каччи куç хывнă. Арсентий Петровичпа çемье чăмăртаса вĕсем 4 ывăлпа икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Пурне те тивĕçлĕ пĕлỹ панă. Шăпа кашнийĕшнех тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне салатнă. Петр Оренбург облаçĕнчи Орск хулинче тĕпленсе строительсен бригадин бригадирĕнче вăй хунă. Шел, пурнăçĕ ир татăлнă.
Николай Чăваш патшалăх педагогика университе- тĕнче пĕлỹ пухнă. Ỹнерçĕ Шупашкарти 23-мĕш училищĕре ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ахаль лармасть. Борис шăллĕ те çак вĕренỹ заведенийĕнчех пĕлỹ пухнă. Милици майорĕ шалти ĕçсен пайĕнче вăй хунă. Паянхи куна Ольга Трофимовна ăна та çухатнă. Мăшăрĕ те пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ.
Зоя хĕрĕ ялта пурăнать. Сысна пăхакана вăхăтĕнче Чăваш Республикин Верховнăй Совечĕн депутатне те суйланăччĕ. Людмила вара техникум хыççăн Крым облаçĕнчи пĕр районта бригадирта ĕçленĕччĕ. Халĕ Йошкар-Олара пурăнать. Валерий Украинăри Харьковра тĕпленнĕ.
Хисеплĕ мăшăр, юратнă анне, савнă хуняма, ырă кăмăллă асанне-кукамай, ăшпиллĕ ватă асанне пулнă Ольга Трофимовна паян та çемье тĕрекĕ-ха. Кирек хăçан та калаçса ăша пусарма пулать унпа. Унăн пилĕ кашнинех çитет.
Паян кинĕпе, Елена Евстафьевнăпа, пурăнать ĕç ветеранĕ. Пĕр-пĕриншĕн кирек хăшĕ те хỹтлĕх вĕсем. Кинĕ хунямăшĕн кун-çулĕ вăрăммине вăл çынсене ырă сунма пĕлнипе те çыхăнтарать.
Çулсем сисĕнмесĕр шăваççĕ çав. Ольга Трофимовнан паян 9 мăнук тата 7 кĕçĕн мăнук çитĕнет. Пурнăç урапи малаллах кусать.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)