11 мая 2016 г.
Паянхи кун та ялкăшма чарăнмасть М. Кудрявцева чĕртсе хăварнă кăвар ăс панă вĕрентекенĕсенче. Тĕлĕнмелле ырă чĕреллĕ, пултаруллă, ăшă кăмăллăскер Тутарстанти Çĕпрелте çуралнă. 1927 çулта ашшĕн ялне, Кивĕ Ахпỹрте куçса килнĕ, кунтах 4 класс вĕреннĕ. Туçара тата 3 çул ăс пухсан Патăрьелĕнчи педагогика училищине çул тытнă. 1944-1946 çулсенче ялти шкулта пуçламăш классене вĕрентнĕ. Малалла Шупашкарти педагогика институтĕнче пĕлỹ пухса Туçари вăтам шкулта 35 çул истори предметне вĕрентнĕ. Ял-йыш, вĕренекенсен, вĕсен ашшĕ-амăшĕн чĕринче нихăçан манăçми ят, йĕр хăварнă.
Ытла та çамрăкла ашшĕ- амăшĕсĕр тăрса юлнă Мария Порфирьевна. 85 çулхи амăшĕпе шăллĕн тăваттăри ывăлĕ кăнтăр кунĕнчех çунса кайнă. Пуçне усман, пурне те чăтса ирттернĕ вĕрентекен.
Пурнăçне йăлтах ачасене, тăван шкула халалланă. Матур агитатор-пропагандист пулнă М. Кудрявцева. Çуллахи каникулсенче ачасене аякри хуласене илсе çỹренĕ. Çавăнпа çитĕнекен ăру Мария Порфирьевнăна тăван амăшĕ вырăнне хурса юратнă. Вăл _ Пĕтĕм Союзри учительсен съезчĕн делегачĕ, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, РСФСР тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ тата ытти те.
Сумлă çынпа сывпуллашнăранпа 31 çул çитрĕ. Унăн сутă сăнарĕ паянхи кун та асра. Çавна май Туçари вăтам шкулта асăну каçне ирттерчĕç. П. Шашкин директор М. Кудрявцева утса тухнă çул-йĕрпе паллаштарчĕ. Пурнăçне Мария Порфирьевна ачасемшĕн пурăнса ирттернине палăртрĕ. Çакăнпа Михаилпа Ксения Кудрявцевсем (тă-ванĕ), вĕсен ачисем килĕшнине пĕлтерчĕç. Ăшă сăмах калакансем чылайăн пулчĕç.
9 класри С. Свинцов тата çиччĕмĕшĕнчи А. Сугутская вĕрентекенсене халалланă сă-вăсем вуларĕç. Учительсен хорĕ юрăсемпе савăнтарчĕ, хĕрачасем ташларĕç.
А. КУЗНЕЦОВА, библиотекарь
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)