11 мая 2016 г.
Анат Туçари "Звезда" ял хуçалăх производство кооперативĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăçалхи тăватă уйăх пĕтĕмлетĕвĕпе тата выльăхсене çуллахи лагере кăларассипе, кĕтĕве илсе тухассипе ферме заведующийĕсемпе, зоотехниксемпе, ветспециалистсемпе, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе семинар-канашлу иртрĕ. Унта район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, унăн çумĕ _ ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов, Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ К. Углев хутшăнчĕç.
Семинарăн пĕрремĕш пайĕ "Звезда" ЯХПК ертỹçи А. Торговцев кооперативăн пурнăçĕпе паллаштарнипе пуçланчĕ. Хуçалăхра 382 пуç ĕне-выльăх, унтан сăваканни _ 160, пушмак пăру _ 20. Пĕр ĕне пуçне талăкра 1657 килограмм сĕт сăваççĕ, 2100 литр сутаççĕ. Выльăхсене усрама услови пур. Çуллахи лагерьте те сăвăнакан сĕт тỹрех пăрăх тăрăх холодильнике каять. Ĕнесене искусствăлла майпа йăхтармалли пункт та юнашарах. Уçăлтарма илсе тухмалли лаптăкăн карти тăршшĕпе тимĕр валашкасем вырнаçтарнă. Анчах канашлăва пухăннисем çакăнта та çитменлĕх асăрхарĕç _ шыв ĕçтермелли хатĕрсене тасатман. Ертỹçĕ вĕсене çак кунсенчех тирпейлессине пĕлтерчĕ.
Çуллахи лагерьпе паллашса çỹренĕ май мероприятие килнисем сăвăма ỹстересси тата апат пахалăхĕ пирки те сăмах пуçарчĕç. Чылай чухне выльăхсене валли хатĕрленĕ сенаж е силос шăршлансах кайнине, çавна май ĕнесем вĕсене йĕркеллĕ те çименнине каларĕç. "Красное знамя" ЯХПК зоотехникĕ Ю. Чернов хăй Германинче пулни, унта апат патне тимлĕх вăйлă уйăрни, çавăнпах унта сăвăм пысăкки çинчен каласа кăтартрĕ. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тесе ваттисем ахальтен каламан ĕнтĕ.
_ Часах сенаж хума пуçлаççĕ, ăна кĕске вăхăтра янтăлама тăрăшмалла тата технологине çирĕп пăхăнмалла. Çакăнта техника та пысăк вырăн йышăнать, вăл юсавлă пулсан çеç ĕçе хăвăртлатма пулать,_ терĕ П. Ефимов.
Анат Туçари культура çуртĕнче семинар-канашлу малалла тăсăлчĕ. Вăл та питĕ тухăçлă иртрĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалисчĕ В. Фролова кăçалхи тăватă уйăх кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Çулталăк пуçланнăранпа ял хуçалăх предприятийĕсем 2 пин тонна ытла сĕт сунă, пĕлтĕр- хинчен 9 процент ытларах. Районĕпе 3420 тонна аш-какай туса илнĕ.
Кăтартусем начар мар, анчах хăш-пĕр хуçалăхсенче вĕсем чакнă. Мĕншĕн? Хуçалăх ертỹçисемпе специалисчĕсем тата фермерсем ура çине тăрсах хуравсем пачĕç. Аш-какай сутасси пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен пĕчĕкленни ял хуçалăх предприятийĕсенче сыснасем усрама чарăннипе, иртнĕ çул лейкозлă ĕнесене пĕтерес тĕллевпе какая ăсатнипе, кăçал вара кĕтĕве çĕнетме тата выльăх пуçне ỹс- терме тĕллев лартнипе аша ямалли выльăх сахалланнине пĕлтерчĕç. Сăмах май, "Батыревский" пĕрлешỹ çак кунсенче ăратлă 25 ĕне туяннă.
Мероприятинче Л. Кузнецов манăçнă ырă йăлана чĕртесси _ выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансем хушшинче ăмăрту йĕркелесси _ пирки пĕлтерчĕ. Июлĕн пĕрремĕшĕнчен квартал отчечĕсем тăрăх "Чи лайăх доярка", "Чи лайăх зоотехник" тата ыттисене те палăртаççĕ. Мала тухакансене район администраци хăй преми парать. Ĕçлекенсене çапла сума суни питĕ кăмăллă, малалла тата лайăхрах вăй хума хавхалантарать.
Семинар-канашлура выльăхсене кĕтĕве кăларасси тата çуллахи лагере куçарасси пирки П. Ефимов, ĕне-выльăхăн япаласен ылмашăнăвĕ çинчен республикăри ветеринари лабораторийĕн районти уйрăмĕн ветеринарĕ Г. Петрова тухса каларĕç.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)