05 апреля 2016 г.
ÇАК кунсенче Туçа чиперккин Раиса Воробьеван ача-пăча валли çырнă иккĕмĕш кĕнеки сирĕн алла çакланчĕ пулсан, йывăç çинче, пахчара çерçисем илемлĕн чĕвĕлтетнине ытарлă сăнлакан "чун апатне" вуласа тухмасăр та чарăнаймăр. "Чарусăр çерçисем" _ çыравçăн ачасем валли шăрçаланă иккĕмĕш кĕнеки. Çунатлă туссене хисеп тăвакан автор ăна чăвашла çеç те мар, вырăсла та кăларма мехел çитернĕ (куçараканĕ Л. Симонова).
Раиса Васильевнан чылай сăввисемпе калавĕсем республикăра тухса тăракан "Тантăш", "Капкăн", Тетте", "Самант" журналсенче те тăтăшах кун çути кураççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)